Çулсем хыççăн çулсем иртсен те...
Тăван çӗршывăн Аслӑ вăрçинче çӗнтернӗренпе 76 ҫул çитнине уявланӑ кунсенче Çӗнӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Мунира Туктамышевна Измайлова хăйӗн 90 çулхи юбилейне палăртса иртрӗ
Хисеплӗ юбиляра саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Роберт Дружков килнӗччӗ. Вӗсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тăлăх арăмне, тыл ӗҫченне Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн саламлӑ ҫырăвне тата район пуҫлӑхӗ ятӗнчен парне пачӗç.
Мунира аппа ҫӑмӑлах мар пурнӑҫ пурӑнса ирттерет. Ачаранах ăна нумай йывӑрлӑхсем курма тӳрӗ килет. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухне Мунира аппа 9 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Ашшӗ вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнченех фронта каять, тӑватӑ ачи амӑшӗпе тăрса юлаççӗ. Мунира аппа ачасенчен чи асли пулнăран ăна хăйӗнчен кӗçӗнреххисене пӑхма та, амӑшне пулӑшма та тӳрӗ килет. Хире пучах пуҫтарма та ҫӳрет вăл. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнаймасть, çапăçу хирӗнче паттӑрла пуç хурать. Кӑштах çитӗнсен вара Мунира аппа колхоза ӗҫе каять, Саплăк, Хулаҫырми ялӗсене çити кайса уй-хире ака валли вăрлăх та йăтма, витрепе вăрлăх йăтса акса çӳреме те, ӗне кӳлсе ӗçлеме те тӳрӗ килет ăна. Ҫав ҫулсенче мӗнпур ӗҫ те алӑпа пурнӑҫланать вӗт. Çава, çурлапа вырнă тырăсене кӗлтесене çыхса, пӗр вырăна йăтасси пек ӗçсене те Мунира аппа пек хулпуççийӗсем те çирӗпленсе çитмен çамрăксем пурнăçлаççӗ. Пӗр вырӑнта 6-шар талӑк таврăнмасăр, çӗр каçса ӗçлеççӗ. Кӗлтесене вара машинӑпа ҫапаҫҫӗ.
– Çиес тесен апачӗ, тăхăнам тесен тумтирӗ те çукчӗ, ҫӗрӗк ҫӗрулми, тӗрлӗ курӑксем çисе ӳсрӗмӗр. Вӑрҫӑ вӗçленсен те пирӗн пеккисене çăмăлах пулмарӗ, ашшӗсем фронтран таврӑннӑ ҫемьесене ҫӑмӑлрах пулчӗ. Курманни юлмарӗ ӗнтӗ çав çулсенче. Çавăн пек йывăрлăхсене ачасене, мăнуксене курма ан çыртăр, – тет çав çулсене аса илсе Мунира аппа.
Мунира аппа хӑйӗн ялӗнчи Абрар Алимжановичпа çемье çавăрать. Абрар пичче вӑрҫӑ ветеранӗ. Мунира аппапа вӗсем 55 ҫул пӗрле пурăнса, тӑватӑ ачана кун ҫути парнелеççӗ. Иккӗшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван ялӗнче, Бауман ячӗллӗ колхозра вăй хураççӗ, ялăн хисеплӗ ҫемйисенчен пӗри пулаççӗ.
– Аннемӗр çирӗп те, çав вăхăтрах сапăр та пулчӗ. Пире ӗçе вӗрентсе ӳстерчӗ. Аттепе аннене тав тӑватпӑр, – теҫҫӗ Мунира аппан ачисем.
Паянхи кун Мунира аппа ялта тӗп никӗсре хăй кăна пурӑнсан та, вӑл пӗччен мар. Ачисемпе мӑнукӗсем амӑшне, кукамӑшне пӗччен хӑвармаҫҫӗ, ун патне час-часах килеççӗ тата пулӑшса пурӑнаҫҫӗ. Паянхи куна Мунира аппан 7 мӑнукӗ тата 8 кӗçӗн мӑнукӗ пур. Мӗнпур ачисем, кӗрӗвӗсем, ывӑлӗсемпе мӑнукӗсем те амӑшне, асламăш-кукамӑшне юбилей ячӗпе саламлама пуҫтарӑннăччӗ.
Ҫулсем иртнӗҫемӗн юбиляр чун хавалне ҫухатмасть, ял, районти пулӑмсемпе паллашса тăрать. Хӑнасене те вӑл алӑк патӗнчех кӗтсе илчӗ. Мунира аппа уяв саманчӗсенче унпа пӗрле савăннăшăн кашнине тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев