Реклама
Хыпарсем
Çӗнӗ ятсем уçрăмăр, çӗнтерӳçӗсене палăртрăмăр
«Çĕнĕ хум» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ
Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ йĕркеленĕ И.Я.Яковлев «Чăваш халăхне» халалласа çырнăранпа 100 çул, çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалланă регионсен шайĕнчи «Çĕнĕ хум» литература конкурсĕ вĕçленчĕ.
Пултарулăх ăмăртăвне Чăваш, Тутарстан Республикисен тата Чĕмпĕр облаçĕн шкул ачийĕсемпе çамрăкĕсенчен çĕр ытла хайлав килчĕ. Жюри конкурса килнĕ хайлавсене тимлĕ вуласа тухнă хыççăн пултаруллă шкул ачисемпе студентсене тупрĕ, çĕнĕ ятсем уçрĕ, 43 çĕнтерӳçĕпе призёра палăртрĕ, вĕсене чыслава чĕнме йышăнчĕ.
«Çĕнĕ хум» конкурсĕн çĕнтерӳçисемпе призёрĕсене дипломсемпе тата парнесемпе чыслама укçа-тенкĕпе пулăшнăшăн Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствине тав тăватпăр.
Конкурса хутшăннă çамрăк çыравçăсем! Манмарăр халăхăмăра ыр суннине – Иван Яковлевич халалне. Пултарулăх конкурсĕнче хăвăр шухăш-кăмăла палăртма тăрăшрăр, тав тăватпăр, малашне чăваш чĕлхи тавра пĕрлешсе вăй хума, хайлавсем çырма чăтăмлăх, çирĕп сывлăх, юрату тата ăнăçу сунатпăр.
«Çĕнĕ хум» конкурсĕн тĕп пĕтĕмлетĕвĕпе чыславне килме çак çĕнтерӳçĕсемпе призёрсем тивĕçлĕ пулчĕç:
Мария Егорова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 7-мĕш класс), Дарья Яковлева (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Алёшкин-Саплăк шкулĕ, 9-мĕш класс), Диана Тихонова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Çĕпрел отрасль технологийĕсен техникумĕ, 1-мĕш курс), Дарья Сандиярова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Хурăнвар-Шăхаль шкулĕ, 11-мĕш класс), Игорь Давыдов (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 8-мĕш класс), Диана Унискова (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 10-мĕш класс), Анастасия Игнашева (Тутарстан Республики, Çĕпрел районĕ, Аслă Аксу шкулĕ, 10-мĕш класс).
Хисеплĕ çĕнтерӳçĕсемпе призёрсем тата илемлĕ сăмахлăх ăсталăхне аталантарма пулăшакан вĕрентекенсем! Сире майăн 14-мĕшĕнче Шупашкар хулин И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн тĕп корпусĕн пысăк залĕнче 12 сехетре пуçланакан конкурс чыславне чĕнетпĕр. Уява пурне те чăвашла тумланса килме сĕнетпĕр.
Конкурса хутшăннă шкул ачисемпе студентсене майăн 17-мĕшĕ хыççăн Чăваш наци конгресне сертификат кĕрсе илме ыйтатпăр.
Кӗтетпӗр сире, кăвар чӗреллӗ чăваш ачисем!
Геронтий Никифоров, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, конкурс жюри пайташĕ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев