Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Çӗнӗ çул уявӗсем   умӗн КЧС ларӑвӗ

КЧС ларӑвӗнче пӑхса тухма лартнă чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен тапхӑрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйту пулса тӑчӗ.

Район администрацийӗнче, Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов ертсе пынипе, хӗллехи тапхӑрта чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас, пӗтерес  тата пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес енӗпе комисси ларӑвӗ иртрӗ. Комисси ларӑвӗнче районти организацисен тата ял тăрăхӗсен ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.

КЧС ларӑвӗнче пӑхса тухма лартнă чи ҫивӗч ыйтусенчен пӗри Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен тапхӑрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес ыйту пулса тӑчӗ. Ку енӗпе пушар хӑрушсӑрлӑхӗн енӗпе специалистсен доклачӗсене итлерӗç.

Çӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче пушарсем ан пулччӑр тата килсе тухнӑ чухне вӗсене пӗтерме хатӗрленсе тӑрассине тивӗҫтерес тесе çаксене сӗнчӗç:

– организацисенче ертӳçӗсем тата яваплӑ должноҫри ҫынсем дежурство тăрассине йӗркелемелле;

– газ службин аварипе хăтару, пушар чаҫӗн тата медицина службин дежурнӑйӗсен ӗҫне вӑйлатмалла;

– çынсем нумай пухăнакан ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсене ирттерес ӗҫе хутшӑнакан организацисен, учрежденисен ертӳҫисене пур объектсенче те пушара хирӗç режима вӑйлатас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнмалла.

Ҫӗпрел районӗнчи 114 пушарпа ҫӑлав уйрăмӗн начальникӗ Роман Колпаков доклад туса,  ларӑва хутшӑнакансене пушар гидранчӗсене, вӗсем патне илме пыракан тата ял хушшинчи ҫулсене тӗрӗслесе тӑма кирлине асӑрхаттарчӗ. Хӑрушсӑрлӑх службин начальникӗ, ҫавӑн пекех, районта Çӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен кунӗсенче пушар е чрезвычайлӑ лару-тӑру килсе тухсан вӗсене пӗтерес енӗпе мерăсем тата çынсен хатӗр пулмалла тесе палӑртрӗ.

– «Ҫӗнӗ ҫул уявӗсемпе кану» район халăхӗшӗн инкекпе асра ан юлтӑр тесен мӗн тума пултарнине пурне те ӗçлемелле, – терӗ Данис Сатдинов, ларӑва пӗтӗмлетнӗ май.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев