Районăн 11 педагогӗ «Çулталӑк вӗрентекенӗ – 2022» тата «Тутар чӗлхипе литературине чи лайӑх вӗрентекен» номинацисенче хăйсене сăнаса пăхрӗç
Конкурсӑн муниципаллă этапӗн шайӗнче вӗрентекенсем уҫӑ уроксем, педагогикăн мастер-класӗсене ирттерчӗç.
Конкурс 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче иртрӗ. Унта Аслă Аксу вӑтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Кристина Лаврентьева, Хулаçырми вăтам шкулӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Ирина Никитина, Кивӗ Йӗлмел пуҫламӑш шкул-ача садӗнче пуҫламӑш классене вӗрентекен Светлана Волкова, Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Алена Прохорова, Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче биологи вӗрентекен Надежда Годунова, Шланка вӑтам шкулӗнче ют чӗлхесене вӗрентекен Чулпан Латыпова, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче хими вӗрентекен Виктория Яковлева, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен Римма Нафиева, Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Алимов ячӗллӗ Çӗнӗ Кахăрлă тӗп шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Гулина Вильданова, 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Назима Каримова, Совет Союзӗн Геройӗ Исмагил Хакимов ячӗллӗ Аслă Чăнлă вăтам шкулӗнче тутар чӗлхипе литературине вӗрентекен Ильсияр Халиуллова хутшӑнчӗҫ.
Ҫакна палӑртмалла, конкурс ирттернӗ вӑхӑтра хутшӑнакансем пурте хӑйсен ӑс-хакӑл аталанăвӗн шайне, методика пӗлӳлӗхне, професси ӑсталӑхне, вӗрентекен предмет енӗпе тарӑн та ҫирӗп пӗлӗвӗсене кӑтартса, заданисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫларӗç.
Конкурса пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Мероприятире районти çутӗç пайӗн ертӳçи Ильсур Халитов, вӗрентекенсем, жюри членӗсем хутшӑнчӗҫ. Ильсур Халитов конкурса хутшӑнакансене ӑнӑҫăвӗсемпе саламларӗ тата вӗсене çӗнӗ творчество ҫитӗнӗвӗсем сунчӗ.
– Вӗрентекен ӗçӗ – вăл професси кăна мар, вăл талант та, – тесе палӑртрӗ вӑл, тухса калаçса.
Унтан вӑл конкурсăн ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысларӗ, вӗсене чечексем, дипломсем пачӗ.
«Тутар чӗлхипе литературине чи лайӑх вӗрентекен»
Пӗтӗм Раççейри конкурсӑн регионти этапӗнче 1-мӗш вырӑна Ильсияр Халиуллова йышӑнчӗ. 2 вырӑна – Назима Каримова, 3 вырӑна – Гулина Вильданова çӗнсе илчӗç.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Çулталӑк вӗрентекенӗ – 2022» конкурсӑн муниципаллă этапӗнче «Педагогика дебючӗ» номинацире III степень Дипломӗпе Кристина Лаврентьева, II степень дипломӗпе – Надежда Годунова, I степень дипломӗпе – Виктория Яковлева парнеленчӗç.
«Çулталӑк вӗрентекенӗ»
Пӗтӗм Раҫҫейри «Çулталӑк вӗрентекенӗ – 2022» конкурсăн муниципаллă этапӗнче Алена Прохорова – 3 вырӑна, Чулпан Латыпова – 2 вырӑна тата Римма Нафиева 1 вырӑн йышӑнса, çӗнтерӳçӗ пулчӗç.
«Çулталăк воспитателӗ»
Конкурса пӗтӗмлетнӗ май, январӗн 24-мӗшӗнче иртнӗ «Çулталӑк воспитателӗ» республикӑри професси конкурсӗн муниципаллă этапӗн пӗтӗмлетӗвӗсем те паллă пулчӗç, малти вырӑнсене йышӑннӑ воспитательсене те парнелерӗç.
Лауреат дипломӗсемпе Айгуль Садыкова (район центрӗнчи «Сказка» ача садӗн воспитателӗ), Светлана Митрофанова (Кивӗ Йӗлмелӗнчи пуҫламӑш шкул-ача сачӗн воспитателӗ), Инга Басырова (Кивӗ Шемӗршел ача сачӗн воспитателӗ) парнеленчӗç. Гулюса Миначева (Шланкари ача сачӗн воспитателӗ) – II степень Дипломӗ, Зульфия Шарипова (район центрӗнчи «Солнышко» ача сачӗн воспитателӗ) I степень Дипломӗпе парнеленчӗç.
Конкурсăн муниципаллă этапӗнче малти вырӑнсене йышӑннӑ вӗрентекенсемпе воспитательсем районăн чысне зона этапӗнче хӳтӗлӗç. Вӗсене ӑнӑҫусем тата ҫӗнтерӳсем сунатпӑр.
Нет комментариев