Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Чи лайӑх хоккей команди палăрчӗ

Район пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн пилӗк команда вăй виçрӗ.

«Алтын Барс» пӑр керменӗнче, Раҫҫей халӑхӗсен культура еткерӗн çулталӑкне халалланӑ, район пуҫлӑхӗн кубокӗшӗн районти организацисемпе учрежденисен хушшинче шайбӑллă хоккей енӗпе район чемпионачӗн финал вӑййисем иртрӗç.

Шайбӑллă хоккей енӗпе район чемпионачӗ январь уйăхӗн вӗҫӗнче старт илнӗччӗ. Ҫак икӗ уйӑх хушшинче командăсем пӗр-пӗринпе икшер хут вылярӗç.

Турнир вӗҫленӗ май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров командăсене ӑнӑҫлӑ вӑййисемпе саламларӗ тата районта хоккей вăййине популярлă тăвас енӗпе пай кӗртнӗшӗн тав турӗ. «Пăрăнтăк элеваторӗ» обществăн ертӳҫин çумӗ Евгений Ильин та мӗнпур командӑсемпе спорт юратакансене малашне те  спортра ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх пӗрремӗш вырӑна «Спорт шкулӗн» команди йышӑнчӗ тата Кубок хуҫи пулса тӑчӗ, иккӗмӗш вырăна – уйрӑм предпринимательсен команди, виҫҫӗмӗш вырăна район администрацийӗпе çутӗç пайӗн пӗрлештернӗ команди çӗнсе илчӗ.

Малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене грамотӑсемпе асӑнмалӑх парнесемпе чысларӗç.

Пăвари филиалăн «Çӗпрелӗн» çул-йӗр  строительстви» тата районти электричество сечӗсен организацийӗсен пӗрлештернӗ, ҫавӑн пекех, шалти ӗҫсен пайӗн командин вӑйçисене хастар хутшӑннӑшӑн грамотăсем пачӗç.

Ҫавӑнтах турнирӑн чи лайӑх вӑйçисене те палӑртрӗç. Ленар Айзатуллин чемпионатăн «Чи лайӑх хӳтӗлевҫи» пулса тăчӗ, Нияз Валиуллина – «Чи лайӑх тапӑнакан», Ленар Акбарова – «Чи лайӑх хапхаçă» тесе йышӑнчӗç.

Хоккей турнирӗн спонсорӗ  «Пăрăнтăк элеваторӗ».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев