Ильсаф Рамилович Айзатов – Кивӗ Чукал ялӗн каччи.
Хальхи вӑхӑтра вӑл Раççей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче ҫар тивӗçне пурнăçлать. Ильсафа кӗрхи призывра салтака илнӗччӗ. Таврӑнма та пурӗ те тӑватӑ уйӑх ҫеҫ юлчӗ.
Ильсаф хӑй ирӗкӗпе ҫара кайрӗ. Эпир унпа район центрӗнче пулас салтаксене чаплӑн ӑсатнӑ чухне те курса калаçнăччӗ. «Пӗр ҫул ҫеҫ-ҫке, мӗншӗн каймалла мар, куҫ хупса иличчен тенӗ пек, иртсе те кайӗ. Арҫынна шанса панӑ тивӗçсенчен пӗри пурнӑҫланса тăтăр», – тенӗччӗ вăл.
Каччă Ногинскри Ҫӗпрел районӗ шефа илнӗ чаçа лекнӗ. Нумаях пулмасть унта районăн ертӳçисем те кайса килнӗ иккен. Командирсем Ильсаф Айзатов та, çаплах, Ҫӗпрел районӗнчи ытти каччăсем те питӗ лайăх служить тунине, тăрăшуллă пулнине палӑртнă.
– Кашни кун тенӗ пекех шӑнкӑравласа тăрать, калаҫатпӑр. Службӑна ӳпкелемест. Ҫапах та тӑван ялшӑн, пирӗншӗн питӗ тунсӑхлани ҫинчен калать, – тет Ильсафăн амăшӗ Ильхамия.
Ҫапла пулмалла та ӗнтӗ вăл – ан тив, пирӗн каччăсем тăван енӗсене тунсăхла-тунсăхла службăра тӑччӑр, вара ырă-сывă тунсӑхлаканнисем патне таврӑнмалла пултăрччӗ.
Нет комментариев