«Автоледи-2022» ҫӗнтерӳҫи палӑрчӗ
Хыпарсем

«Автоледи-2022» ҫӗнтерӳҫи палӑрчӗ

Конкурса ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли вунӑ  çуллăх мероприятисене пурнӑҫлас шайра ирттерчӗç.

Районта хӗрарӑмсем хушшинче водитель ӑсталӑхӗ енӗпе «Автоледи-2022» конкурсра сакӑр хӗрарӑм хутшӑнчӗҫ: Лейла Шайхаттарова, Алина Солдатова, Гульназ Зяббарова, Елена Ахмукова, Фания Мавзютова, Расима Валиева, Мария Кукушкина, Наталья Кукушкина.

Пӗрремӗш тапхӑрта конкурсра хутшӑнакансем теорипе экзамен пачӗҫ, ҫул-йӗр правилисем тӑрӑх ыйтусене хуравларӗҫ, ун хыççăн, иккӗмӗш тапхӑрта, площадкӑра автомобильпе фигурӑллă çӳрес ăсталăхӗсене кăтартрӗç.

Конкурса хутшӑнакансем пурте заданисене тивӗçлипе пурнăçларӗç. Пӗтӗмлетӳсем тунă хыççăн: I вырӑна  – Лейла Шайхаттарова çӗнсе илни тата «Автоледи-2022» титул хуҫи пулса тӑни паллă пулчӗ. II вырӑна  – Алина Солдатова («Автоледи 2021» конкурс ҫӗнтерӳҫи) тата III вырӑна Гульназ Зяббарова çӗнсе илни паллă пулчӗ. Кашниех хаклӑ парнесемпе, грамотӑсемпе, кубоксемпе парнеленчӗç.

– Районти тапхăрăн ҫӗнтерӳҫи Лейла Шайхаттарова 2022 ҫулхи августӑн 4-мӗшӗнче Хусан хулинче ирттерекен зонӑри ӑмӑртусене хатӗрленӗ, – тесе палăртрӗ «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ» учрежденийӗн Пăвари уйрăмӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилия Вахитовӑн.

Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ, полици подполковникӗ Артем Абрамов: «Çакăн пек конкурссем машинăпа çӳрес ăсталăха, ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Эпӗ хутшӑннисене пурне те саламлатӑп. Сиртен кашниех  пурне те пултарчӗ», – терӗ конкурссантсене малашнехи ăнăçусем сунса.

 

 

 


Нет комментариев