Аслă Çӗнтерӗвӗн 75-мӗш çуркунни: ку уяв савăнăçлă та, хуйхăллă та
Хыпарсем

Аслă Çӗнтерӗвӗн 75-мӗш çуркунни: ку уяв савăнăçлă та, хуйхăллă та

Массăллă мероприятисене каярах ирттерме палăртнă пулин те, майăн 9-мӗшӗ районта çӗкленӳллӗ кăмăлпа, вăрçă çулӗсенче йывăрлăхсене тӳссе ирттернисене хисепленине палăртас условисенче иртрӗ

Ҫак кунсенче халăх çӗршыв Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул тултарнине палӑртса иртрӗ. Ҫак Çӗнтерӳ пысӑк ҫухатусем урлă килчӗ тата акă ӗнтӗ 75 ҫул халăх мирлӗ пурнăçпа пурăнать. 4 ҫул пынă вăрçăри халăхăн паттăрлăхне тата тӳссе иртнӗ асапне 75 çултан эпир çӗнӗрен аса илтӗмӗр.

Пандемие пула массăлла мероприятисене ирттерме чарнă вăхăтра та, тăнăç пурнăçшăн кӗрешнӗ паттăр салтаксене халăх ирӗк панă майсемпе килӗшӳллӗн чунтан саламларӗ, тав турӗ.

Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 çулхи уявне районта  пурӗ те пилӗк фронтовик кӑна сывă кӗтсе илейрӗ. Вӗсем: Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурăнакан Зиятдин  Тимергалиев тата Анвар Фахретдинов, Упирен – Валентина Калачева, Ҫӗнӗ Кахăрлăран – Фатых Замалетдинов, Мучели ялӗнчен –  Гильман Ибрагимов. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ çӳреймеççӗ тата виҫҫӗшӗн куçӗсем курми пулнă.

                     *  *  *

Майăн 9-мӗшӗнчи ир район центрӗнче Вăрçă тата Ӗç Мухтавӗн Монуменчӗ умӗнчи ӗмӗрлӗх вут патӗнче веноксем тата чечексем хунинчен пуçланчӗ. Унта район пуçлăхӗ Марат Гафаров, ветерансен совечӗн представителӗсем пӗрерӗн-пӗрерӗн пырса чечексем хучӗç. Ун хыççăн район шайӗнче йӗркеленӗ «фронт агитбригади» вăрçă ветеранӗсем пурăнакан ялсене çул тытрӗ. Пӗрремӗш тӗлпулу Кивӗ Шемӗршел ялӗнчен пулчӗ. Унта Марат Гафаров тата волонтерсем вӗсене чечек ҫыххисем тата асăнмалăх парнесем пачӗç.

–  Хаклă вӑрҫӑпа тыл ветеранӗсем! Паян çӗршыв халăхӗ Аслă Çӗнтерӗвӗн 75 ҫулхи юбилейне палăртса ирттерет. Ҫак Çӗнтерӳ пысăк çухатусем урлă килчӗ. 4 ҫул хушши пынă вăрçăра, пысăк асап тӳснӗ паттăрсене 75 çул иртсен те, 100 ҫул иртсессӗн те,  эпир хамӑр халӑхӑн пысӑк паттӑрлӑхне, тӳссе иртнӗ нушисене манма пултараймастпӑр. Паттăрсен чапӗ ӗмӗрлӗхе! Паян эпир çӗршывăн ирӗклӗхӗшӗн хаяр çапăçусенче пуç хунă, унтан йывăр сурансем илсе таврăннă тата тылра кунне-çӗрне пӗлмесӗр вӑй хунă тыл ӗҫченӗсем умӗнче пуҫ таятпӑр. Хăйсен пурнăçне шеллемесӗр «Пурте фронт валли! Пурте Çӗнтерӳ валли!» девиза тӗпе хурса утнă, паянхи кун та эпир сирӗнпе мăнаçланатпăр, пин-пин хут тав сире!», – тесе пуçласа ячӗ хăйӗн сăмахне районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов.  Агитбригада «Ҫӗнтерӳ кунӗ» юрра шăрантарчӗ, вӑрҫӑ ҫулӗсенчи ташăсем пулчӗç, вальс çеммипе çаврăнчӗç.

– Пире ҫакӑн пек хисепленӗшӗн питӗ пысăк тав сире, малашне вăрçă курас марччӗ, лайăх пурăнăр. Эпӗ пандемине пула питӗ пӑшӑрханса тăратăп, частарах иртсе кайтăр ӗнтӗ, – терӗ куçӗсене шăлса, часах 96 ҫул тултаракан Анвар Фахретдинов.

Вӑрҫӑра хутшӑнакансенчен чи асли – Валентина Калачева. Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин каланӑ тӑрӑх, кӗҫех вӑл 98 ҫул тултарать иккен. Ҫамрӑк чухнехи хастарлăхӗ унăн ӗмӗр тӑршшӗпех тăсăлнă. Куҫӗсем веçех курмасан та пăшăрханăвӗ палăрмасть. Хăнасен умӗнче «Катюша» юрра пуҫласа ячӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата хӑнасем, волонтерсем те юрра пӗрле шӑрантарчӗҫ.

«Фронт агитбригади» çапла вара, майăн 9-мӗшӗнче, кашни вăрçă ветеранӗ патӗнче пулса, вӗсен кăмăлӗсене çӗклентерчӗ.

ФОТОГАЛЕРЕЯ 

 


Нет комментариев