«Зарница» ҫарпа спорт вӑййисен муниципаллă тапхӑрӗ 1 номерлӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче иртрӗ.
Унта хăйсен кустчӗсенче çӗнтернӗ Çӗнӗ Йӗлмел, Кӗçӗн Чăнлă, Матак тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗсен командисем хутшӑнчӗҫ.
«Зарница» ҫарпа спорт вӑййисене гражданлăха, патриотизма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас, ҫарпа спорт тӗсӗсене аталантарас тӗллевпе ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Мероприятие хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ. Вӑл командӑсене ӑнӑҫусем тата, паллах, ҫӗнтерӳсем сунчӗ.
Кун тăршшӗнче командăсем ҫарпа спорт вӑййинче чи лайӑх кӑтартусем çӗнсе илме тивӗçлӗччӗ. Ӑмӑртусем 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн тата районти Культура çурчӗн спорт залӗсенче, «Акчарлак» шывра ишмелли бассейнра иртрӗç. Командăсем пурте ӑмӑртусене тивӗҫлӗ шайра хатӗрленнӗччӗ. Панă командӑсене тӗрӗс пурнӑҫлани, стройпа тикӗс çӳрени, заданисене ӑнланса, хӑвӑрт хушăра пурнӑҫлани те çакна çирӗплетрӗ.
«Калашников АК-74 автоматне сӳтсе пухасси» дисциплина енӗпе Марсель Хабибуллин I вырӑна, Евгений Шингарев – II вырӑна, Рамиль Халиуллов III вырӑна тивӗҫрӗç.
Пӗтӗмӗшле команда зачетӗнче 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн команди, чи нумай балл пухса, «Зарница – 2022» ҫарпа спорт вӑййин муниципалитет тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тăчӗ. Шӑпах ҫак команда пирӗн района зонăри тапхӑрта хӳтӗлӗ. II вырӑна Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулăн команди, III вырӑна Матак вăтам шкулӗн команди çӗнсе илчӗç.
Тӗрлӗ дисциплинӑсенче тата пӗтӗмӗшле команда зачечӗсенче малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин грамотăсем пачӗ, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди вӑййăн кубокне те тивӗçлӗ пулчӗ.
Нет комментариев