Анат Чакă ял тăрăхӗн ирӗклӗ пушар хуралӗн уйрăмне Тав ҫырӑвӗ пачӗç.
Тав ҫырӑвӗ
«Тутарстан Республикинчи чи лайăх ирӗклӗ пушар хуралӗн подразделенийӗ» республикăри смотр-конкурсăн финал пайӗ Высогорскра иртрӗ. Мероприятире Анат Чакăри ял тӑрӑхӗн ирӗклӗ пушар хуралӗн уйрăмӗ те хутшӑнчӗ (ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗ Олег Албутов).
Ӑмӑртӑва Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществи йӗркеленнӗренпе 130 ҫул тата Раҫҫейри Патшалӑх пушар надзорӗ йӗркеленнӗренпе 95 ҫул çитнине халалланӑччӗ.
Пӗтӗмлетӳсем тӑрӑх Анат Чакă ял тăрăхӗн ирӗклӗ пушар хуралӗн уйрăмне Тав ҫырӑвӗ пачӗç.
Справка
Тутарстан Республикин территорийӗнче 1849 ирӗклӗ пушар хуралӗн подразделенийӗ йӗркеленнӗ, вӗсенче 11 пин те 429 ҫын шутланать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев