Ăна çывăха хурса, «Пирӗн Света», теççӗ
Светлана Куликована çирӗплетнӗ участокра пурăнакансенчен 400-е яхӑнăшӗ район хаҫатне илеççӗ
Светланăн ӗлӗкхи ӗҫӗ те хаҫат кӑларас ӗçпе ҫыхӑннӑччӗ. Районти типографире ӗҫленӗ ҫулсенче район хаҫатне илемлӗ туса кăларассишӗн хăйӗн пайне кӗртрӗ вăл.
Ҫавӑнпа та хаҫатăн хакне пӗлет, ӑна вулакан патне илсе ҫитерессишӗн вӑхӑчӗпе хисеплешмест. Вунă ҫул ытла ӗнтӗ Светлана Куликова Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче хаҫат-журнал, çырусем валеçекен пулса ӗҫлет. Ҫак ҫулсем хушшинче нумай ҫынна савăнăçлă çырусене-хыпарсене, пичет изданийӗсене вăхăтра кӳрсе парса тав сăмахӗсене йышăннă тăрăшуллă ӗçчен вăл.
Ял ҫыннисем ӑна яланах тав тӑваҫҫӗ. Ытларах ӑна: «Пирӗн Света» тесе кăна чӗнеççӗ. Пурнӑҫра кирек мӗнле улшӑнусем пулсан та, Светлана хӑйӗн ӗҫне чыслăн пурнăçлакан пулса юлнă. Çырăнтару тапхӑрӗнче те ăнлантару ӗҫӗсем илсе пырать, ялти хӑйӗн участокӗнчи 250-а яхӑн ҫурт хуçисене хаҫатсемпе журналсене салатас ӗҫре илем, савӑнӑҫ тупать. Тăрăшуллă почтальонка паянхи пандеми вăхăтӗнче те, ял-йыша вăхăтлă пичет изданийӗсене çырăнтарассине питӗ ӑста тата пӗлсе йӗркелет.
Хаçат пурăнтăрччӗ!
Хисеплӗ «Туган як» – «Тăван ен» хаçат ӗçченӗсем! Юлашки вӑхӑтра хаҫата алла илетӗп те, «Туган як» – «Тăван ен» хаçатсене çырăнăр, тесе чӗнсе каланине куратăп. Нумаях пулмасть кăна тиражăр ҫинчен те анализланă статья кăларнăччӗ.
Эпӗ, ӗлӗкхи «Союзпечать» ӗçченӗ пулнӑ май, район хаҫатне халӑха 7000 тиражпа салатнине астӑватӑп. Асăмра-ха, типографи хӗрӗсем, ача тытнă пек, хаҫатсене почта уйрӑмне кӗртетчӗç. Тӗрӗс, вӑл вӑхӑтра районта халӑх шучӗ те 30 пинрен ытла пулнă пулӗ çав.
Тата эпӗ районта пурӑнса та, çавăнта çуралса ӳснӗ çын пулсан, район хаҫатне ҫырăнман çынсенчен тӗлӗнетӗп. Пӗтӗм хыпар ҫакӑнта вӗт. Сӑмахран, эпӗ хаçат килсенех унӑн юлашки страницинчен вулама пуҫлатӑп. Кам ҫуралнӑ, кам вилнӗ – ҫавăнтан пӗлеп. Ӑҫта, мӗн сутнине те... Район ҫыннисем ҫинчен статьясене интересленсе вулатӑп. Шланка ялӗнче пурăнакан, ӗне сӗтӗнчен тунӑ тӗрлӗ продукци туса кӑларакансем ҫинчен статья тухнӑччӗ. Интереслентерчӗç продукцийӗпе, анчах телефон номерне ҫырман. Ăçта кăна шăнкăравламарăм-ши ҫак ҫемье ҫинчен ытларах пӗлес тесе.
Район хаҫачӗн страницисенче çырнă статьясен геройӗсем – район ҫыннисем. Мӗншӗн тесен авторсем – вырӑнти ҫынсем. Статьясене вуласан та геройӗсем куç умне килсе тăраççӗ. Мӗншӗн тесен хамăр та çакăнта ҫуралса ӳснӗ ҫын пулнӑ май, геройне хăйнех пӗлмесен те, ашшӗ-амӑшне, тăванӗсене пӗлме пулать. Паллах, ҫав ҫынсемшӗн савӑнатӑн. Ҫапла вара, хаҫат та позитивлă эмоцисем парнелет.
Эпир, мăшăрăмпа Ринатпа, çырăнтару вăхăчӗ пуçлансанах çырăнатпăр хаҫат-журналсене. Чи малтанах – «Туган як» хаçата ӗнтӗ. Çырăнмалла пултăрччӗ ӗнтӗ, тесе те сунатпăр. Пичетлентӗрччӗ, ӗмӗрӗ вăрăм пултăрччӗ район хаçачӗн.
Фируза Хайрутдинова, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев