Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫамрӑклӑх тунсăхлаттарать

Кашни çын çавăн пек пуль ӗнтӗ вăл, аслӑланса пынăçемӗн ҫамрӑклăх час-часах аса килет, çав вăхăтсем тунсӑхлаттараççӗ.

Эпӗ час-часах Совет Ҫарӗнче службӑра пулнӑ ҫулсене аса илетӗп. Казахстан ҫар округне кӗнӗ Державинск хулинче вырнаçнă  ракета ҫарӗнче знаменоносец пултăм эпӗ. Ҫакӑн пек чыслӑ тивӗҫе малтан мӗнле хатӗрленине çар службине иртнӗ çын пӗлет пулӗ.

Чаҫре 30 пине яхӑн салтакпа офицер. Вӗсен хушшинчен мана ялав йăтса пыракан  пулма суйласа илни те пысӑк яваплӑх пулса тăчӗ. Пите хӗретес марччӗ,  тесе тӑрӑшрăм, паллах. Кашни задание, салтак умне лартнӑ çар тивӗçне чыслӑн пурнӑҫларăм. Взводӑн хуҫалӑх командирӗ пултӑм.

Çар службинче илнӗ хӑнӑхусем – ума лартнӑ задачӑна пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫлани мана пурнăçра та питӗ çирӗп пулăшрӗç. Нумай ҫулсем хушши районта газ эксплуатаци службин начальникӗ пулса ӗҫлерӗм, ялсене газ кӗртрӗмӗр, газ баллонӗсене кӳртереттӗмӗр, тата темӗн тӗрлӗ ӗçсем те пурнăçларӑмӑр –  ӗçӗме кура ҫынсенчен те, ертӳçӗсенчен те тав сӑмахӗсемсӗр пуçне ытти сăмах  илтмерӗм.

Реклама

Халӗ акă тивӗçлӗ канура ӗнтӗ эпӗ. Çынсемпе, район ҫыннисемпе пӗрле, хам лартнӑ хырсемпе чӑрӑшсене, пахчана пӑхса ирттеретӗп кунсене. Районти ҫӗнӗлӗхсемпе паллашса пыратăп, лайӑх енне улшӑннӑшӑн чунтан савӑнатӑп. Пурне те сывлӑх сунатӑп.

Амир Шарафутдинов, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев