Ҫамрӑк парламентарисен кӑкӑр çине çакмалли паллăсем пулчӗҫ
Хыпарсем

Ҫамрӑк парламентарисен кӑкӑр çине çакмалли паллăсем пулчӗҫ

Районти  Ӗҫ тӑвакан комитетăн ларусен залӗнче Ҫӗпрел  муниципаллă район Совечӗн çумӗнчи Çамрӑксен парламенчӗн иккӗмӗш ларӑвӗ пулчӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çамрӑксен парламенчӗн ларӑвӗнче хутшӑнакансен умӗнче тухса калаҫса, вӗсене ăнăçусем сунчӗ тата ҫамрӑк парламентарисенчен района малалла социаллӑ-экономика енчен аталантарас тӗлӗшпе сӗнӳсем кӗтнине пӗлтерчӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче кăçалхи çул валли çамрӑксен парламенчӗн  ларăвӗсен ӗҫлӗ органӗсене суйларӗç.

Кун йӗркине 10 ыйту сӗнчӗç. Ларура кун йӗркинчи мӗнпур ыйтусем енӗпе  тухса каланисене итлерӗҫ. Ларура, çаплах, ТР Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗ  ҫумӗнчи Ҫамрӑксен парламенчӗн членӗн кӑкӑр çине çакмалли палли ҫинчен положение те ҫирӗплетрӗç. Кашни ыйту енӗпе сасăламалли çулпа çавăнтах решени йышăнчӗç.

Лару вӗҫленес умӗн çамрӑк парламентарисене удостоверени тата кӑкӑр çине çакмалли паллăсене пачӗç.

 

 


Нет комментариев