Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫамрӑк инспекторсен чи лайӑх команди

«Хӑрушсӑрлăх кустӑрми – 2022» республика конкурсӗн муниципаллă тапхӑрӗнче районти 12 шкул команди хутшӑнчӗ.

Хурăнвар-Шăхаль, Кӗçӗн Чăнлă, Матак, Алешкин-Саплăк, Кивӗ Шемӗршел, Чӑваш Ҫӗпрел, Кивӗ Кахăрлă, Çӗнӗ Йӗлмел, Хулаçырми, Шланка, 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗсен тата нумай профильлӗ лицейӑн ҫамрӑк инспекторӗсем ӑмӑртрӗç. Мероприяти 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче иртрӗ.

ГИБДД уйрăмӗ ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн фончӗпе тата çутӗç пайӗпе пӗрле ирттерекен «Хӑрушсӑрлӑх кустӑрми» конкурс вӗренекен ачасене урамра хăйсене тӗрӗс тытмалли хăнăхусене йӗркелеме, ҫулсем ҫинче ача-пӑча травматизмне асӑрхаттарма пулӑшать.

Мероприятие районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, Хусан хулинчи «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ» ГБУ территорири управленийӗн профилактика пайӗн Пӑвари уйрăмӗн Лилия Вахитова, Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрăмӗн начальникӗ Анатолий Михайлов, районти ГИБДД ӗçченӗсем Дамир Даутов тата Рамиль Шарапов, районти çутӗç пайӗн специалисчӗсем не килнӗччӗ.

Айрат Залялов ҫамрӑк инспекторсене ăнăçусем сунчӗ.

Конкурс пынӑ май, çамрӑк инспекторсем хăйсем ҫул-йӗр правилисене пӗлнине кӑтартса пачӗç. Заданисене пилӗк тапхăрпа йӗркелерӗç. Комисси командӑсем тӗплӗн хатӗрленнине палӑртрӗ.

Балсен шучӗпе 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулăн команди –  I, Алешкин-Саплăк – II, Кивӗ Шемӗршел III вырӑнсене тивӗçлӗ пулчӗç.

Командӑри чи лайӑх вылякансене те палӑртрӗç. Конкурсӑн пур тапхӑрӗсене те ӑнӑҫлӑн иртнӗ Эльвина Бельдичковапа Адель Тукаев (1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул) – I, Арнела Кучерова (Хурăнвар-Шӑхаль) тата Артем Маняков (Хулаçырми) - II, Рузиль Маллямова (Шланка) тата Дамир Тукаев (Кивӗ Шемӗршел) III вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Ӑмӑртусенче I, II тата III вырӑн йышӑннӑ командӑсене – Дипломсем, кубоксемпе парнесем, ҫавӑн пекех, IV-мӗш тата V-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене ҫӗнтерӳҫӗ Дипломӗсем, парнесем пачӗç.

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкул команди (ертӳçи Румия Муратова) апрелӗн 27-мӗшӗнче Хусанта иртекен «Хӑрушсӑрлăх кустӑрми – 2022» республика конкурсӗнче район чысне хӳтӗлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев