Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Алешкин-Саплăк ялĕ туслă çемьесемпе пуян

Уяв

Июлĕн 8-мĕшĕнче Алешкин-Саплăк ялӗнчи «Туслăх кӳлли» кану паркĕнче Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă уяв мероприятийĕ иртрĕ. Унта нумай çул пĕрле юратса тата килĕштерсе пурăнакан мăшăрсене чысларӗç. Ҫак уява тăхăр мăшăр килсе çитрĕ. Чĕннисем тата та нумайччĕ. Анчах та вĕсем тĕрлĕ сăлтава пула  килеймен.

Уяв  мероприятине Культура çурчĕн ĕçченĕсем уçрĕç. Килсе çитнĕ хăнасене саламласа илемлĕ юрă парнелерĕç.

Алешкин-Саплăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ П.Н.Артемьев  тĕслĕхлĕ мăшăрсене саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тату пурнăç сунчĕ.

«Ҫемье – кашни ҫын пурнăҫӗнчи ҫирӗпрен те ҫирӗп тӗрек. Ҫемье ăшши тĕрлĕ йывăрлăха сирсе яма пулăшать. Паян эпир саккунлă мăшăрланса чылай ҫул хушши килӗштерсе пурăнакан мăшăрсене чыслатпăр. Вӗсенчен вӗренмелли чăннипех те сахал мар тата ҫав сумлă ватăсен ырă тӗслӗхӗ ыттисене ҫемье телейне шыраса тупма пулăшасса шанас килет», – терĕ Петр Николаевич.

Ялти ветерансен совечĕн ертӳçи Валерий Марков илемлĕ уява йĕркелекенсене Тав сăмахĕ каларĕ, çак пархатарлă ĕçе малалла тăсмашкăн ăнăçу сунчĕ. Валерий Васильевич та çур ĕмĕр ытла пĕрле  туслă пурăнакан  мăшăрĕпе уяв кĕрекинче ларма тивĕçлĕ пулчĕ.

 Мероприяти ялти хăйсем тĕллĕн вĕреннĕ артистсен пултарулăхĕпе малалла тăсăлчĕ. Ҫак хушăра хисеплĕ мăшăрсен ячĕпе чун-чĕрене ырă-кăмăл туйăм парнелекен юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Шкулта вĕренекенсем сăвă каларĕç, чăваш ташшисемпе савăнтарчĕç.

Уяв кĕрекине килсе çитнĕ мăшăрсенчен нумайăшĕ аллă çул е ытларах та пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсен шăписем тĕрлĕрен килсе тухнă пулин те, пурнăçпа ӳпкелешмеççĕ, хăйсене чăн-чăн телейлĕ çынсем тесе шутлаççĕ.  «Чун ялан вунçиччĕре», – тесе шӳт тăваççĕ. Маттурскерсем юрă ăстисем пулнине те кăтартса пачĕç, ĕлĕкхи юрăсене шăрантарчĕç. «Тавах, сире, пӗр самантлăха çамрăклăха тавăрнăшăн. Паллакан тус-юлташсене курса, шăкăл-шăкăл пуплесе ларни ылтăн-кĕмĕлтен те хаклă», – тет Нина Адамсон.

Ватăсем çине пăхсан чун савăнать. Ҫук, ватă çынсем хушшине те кĕртме хăяймастпăр-ха эпир вĕсене. Мĕн чухлĕ ыркăмăлăх, чун-чĕре пуянлăхĕ, пултарулăх, иксĕлми вăй-хăват вĕсенче. Эсир пулсан – эпир те телейлĕ пулăпăр, юратнă çыннăмăрсем! Уяв вĕçленнĕ май мăшăрсем «Ěмĕрлĕх юрату» юрăпа вальс çаврăнчĕç.

Шкул ачисем вĕсен кăкрисем çине хăйсен аллисемпе ăсталанă  салтак тӳмми чечекĕсене çакрĕç.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев