Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«90 иртсе, 100 çула çитме Турă çыртăрччӗ!»

90 иртсе, 100 çула çитме Турă çыртăрччӗ! «Жить до ста лет!» – хăй ӗçлекен утă типӗтекен агрегат çине çапла çырса хунă пулнă Шамиль Шакуров.

Шухӑшланă шухăшсем чӑн-чӑн пулса тӑнине эсир илтнӗ пулӗ. Эсӗ хӑвӑн шухӑшусене çырса хурсан, шӑпах хӑвăр шутланӑ пек пулса тухать, теҫҫӗ.

Аслă Чăнлă ялӗнче пурăнакан Шамиль Шакуров та хăйӗн паянхи куна çити сывлăхӗ, ăс-тăнӗ  çапла лайăх пултăрччӗ тесе Турăран ыйтнă пулӗ. Вӑл хӑй:  «90 – 90 ӗнтӗ, вырăн ытларах ыйтать», тесен те, анчах та ун ҫине пӑхсан вӑл выртса тăракан çын тесе калаймăн. Хăйне 90 ҫул çитнӗ ятпа саламлама килнисене пурне те тав туса, вӑл орденсемпе медалӗсене çакса, кӗтсе илчӗ. Ӗçӗшӗн чысласа панă хисеп паллисем вара, унăн йышлӑ. Мӗншӗн тесен, 12 ҫултан пуҫласа вӑкӑр, тына кӳлсе сухалама тытӑнни çинчен калать ялти ватă çын.

«Вӑкӑр та ывӑнатчӗ, ывӑнать те выртать. Пӗр выртсан  ӑна часах  тăратаймăн. Эпир хамӑр та ҫавна кӗтсе тăраттăмăр. Вӑкӑрăн ӑшӑ хырӑмӗ çине пуçа хурса, кăштах куç хупса илме те пулать. Ҫакна курсан бригадир «хăлха чикки» те паратчӗ,  – тесе аса илет хӑйӗн ачалӑхне Шамиль пичче.

1954 ҫулта яла электрификаци килет. Ку ӗҫе шкулта лайӑх вӗреннӗ Шамиле шанса параççӗ. Халиччен ютран килнӗ монтерсем пӗр ҫурта ҫеҫ кӗртсе хăварнă электричество пралукӗсене вӗсем ялти ытти ҫуртсене те туртаҫҫӗ. (Ҫак вырӑнта Шамиль мӑнукӗсенчен пӗри – аслашшӗн ӗçне паян та тӑсни çинчен каласа хăварсан вырӑнлӑ пулать). «Ҫӗнӗ, хӑнӑхман ӗҫ кӑштах хӑратрӗ, чунра пӗр вăхăтра лампӑчкăсем ҫутӗҫ-ши, сӳнмӗҫ-ши текен иккӗленӳ пур. Мачча ҫинчен анатпăр та, çутса пăхатпăр. Кил хуҫисемпе пӗрле вара эпир хамӑр та савӑнатпӑр», –  каласа парать ырă ӗçӗ çинчен элекромонтер.  – Ҫакӑн хыҫҫӑн ӗç хута кайрӗ ӗнтӗ, ял ҫыннисем телевизор, радиоприемник илсе килсен, мансӑр ӑна вырнаçтараймастчӗç», – тет вӑл.

Мӑшӑрӗпе вӗсем 6 ачана пурнăç парнелеççӗ. «К-700» трактор çине ларса, унăн мăшăрӗ хăйпе пӗрле ӗçленӗ вăхăчӗсем те пулаççӗ. «Шеллеттӗм хăйне, вăл ӗçлеме тивӗçлине те хам ӗçлеттӗмччӗ. Лайӑх пурӑнтăмăр, тӳсӗмлӗ, сапăрччӗ мăшăрăм. Анчах ку тӗнчерен иртерех уйрăлса кайрӗ», – тесе пăшăрханатчӗ 10-мӗш теҫетке ваклама пуҫланӑ Шамиль Шакуров.

Мăшăрӗ хӑйӗн ҫемйи çине йăтăнса аннă йывӑр ҫухатӑва чӑтаймасӑр вилсе каять. Кӗтмен ҫӗртен, çемье çавăрнă тата малтанхи ачине ҫуратма хатӗрленекен мӑнукне пневмони чирӗ ҫыпҫӑнать. Врачсем амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑлма пултарайманнине ӑнланса илсен, ачана мӗнле те пулин чӗрӗ хӑварас тесе, ачана унӑн хырӑмӗнчен касса илеççӗ. Анчах ача та церебральнăй  шалкӑмӗпе ҫуралать. Ăна пӑхса ӳстересси, Шамильпе Масхуда аппан хӗрне Зульфияна, унӑн ҫемйине тивет. Мӑнукӗшӗн куляннӑ май тӑлӑха юлнӑ тата ура ҫине тӑма пултарайман ачин сывлăхӗ те Шамиль пиччен мăшăрӗн сывлӑхне сиен кӳрет.

«Ҫавӑн пек йывӑрлӑхсем, паллах, ҫынна ухмаха кăларма пултараҫҫӗ – мана тӗн ҫӑлса хӑварчӗ», – тет тӗн çулӗ çине тăнă Шамиль пичче.

Шакуровсем – пӗр-пӗрне хисеплекен, пӗр-пӗрне йывӑрлӑхсенче пулӑшма тата пӗрле савӑнма пӗлекен ҫемье. Кӗрӗвӗсене те хӑйсем валли ҫавӑн пеккисене суйласа илнӗ çак çемьери хӗрсем. Хальхи вӑхӑтра, сӑмахран, хӗрӗпе кӗрӳшӗ ашшӗне пӑхас тесе, хӑйсен кил-ҫуртне хӑварса, тӗп ҫурта куҫса килнӗ. Шамиль пиччен тата тепӗр хӗрӗпе кӗрӳшӗ пур, вӗсем пурӑнма яла ҫеҫ суйласа илнӗ. Ашшӗ ҫуралнӑ кун вӗсем пурте пухӑннăччӗ. «Эпир хамӑр ӳссе çитӗннӗ чухне те атте канашӗсӗр пуҫне нимӗн те туман, – теҫҫӗ хӗрсем. – Атте вӗрентсе каланипе пуҫланӑ ӗҫ яланах ӑнӑҫлӑ пулать – эпир çакна тӗрӗсленӗ ӗнтӗ», – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗҫ кӗрӗвӗсем те.

Юбиляра саламлама Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Данис Сатдинов та килнӗччӗ. Вӑл Шамиль Шакурова хӑйӗн мӗнпур ӗҫӗсемшӗн тав турӗ. Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинăн саламлӑ открыткине, парнесем пачӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев