Хур ними – ял илемӗ
Ялсенче, кӗркунне çитсен, хур нимисем пуҫланаҫҫӗ
Ял ҫыннисемшӗн хур ними кӑмӑллӑ ӗҫ кӑна мар, пӗрле пуçтарăнса, пӗр-пӗринпе калаçмалли вырăн та. Çакă вара, ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан йӑла-йӗркесене упраса хӑвармалли майсенчен пӗри.
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Резидапа Фанис Тухфатуллинсем ҫулран-ҫул хур йышлă ӳстереҫҫӗ. Кӗркунне тӑванӗсемпе тусӗсене пухса, ҫакӑн пек чаплӑ мероприяти ирттереҫҫӗ. Хурсене йышлӑн усрама ҫемье 2020 ҫулта тытӑннӑччӗ. Патшалӑхран грант илсе, 3000 пуҫ хур усрама, ял хӗрринче уйрӑм хуралтӑ та туса лартнӑ. (Кун пирки эпир хаҫат страницисенче ҫырнӑччӗ). Анчах, шел те, кайӑк-кӗшӗк грипӗн чирне пула, хурсене пурне те пӗтерме тӳрӗ килет. Ҫапах та Тухфатуллинсем ку ӗҫрен пӑрӑнмарӗç.
– Чылай ҫул эпӗ районти потребительсен обществинче ӗҫлерӗм, Фанис – сварщик. Иртнӗ ҫулсенче куҫ шӑрҫи пек пăхса, сыхласа ӳстернӗ хурсене пӗр самантрах ҫухатма, паллах, питӗ йывӑр пулчӗ. Ҫав хӗле ӑҫтан, тата мӗнле укçа ӗçлесе илме пулать – çапла ӗçлесе ирттертӗмӗр. Кредитшӑн, электричествăшăн, газшӑн тӳлемелле-ҫке-ха, пурӑнмалла та. Эпир парӑма кӗрсе ӳкрӗмӗр. Чӑн та, патшалӑх пӑрахмарӗ, тӗп тунӑ хурсемшӗн субсиди пачӗ. Ҫакӑ пире чарӑнса тӑма мар, малалла ӗҫлеме пулӑшрӗ, – тет Резида.
Хурсене пусса, тирпейлессине вӗсем ноябрь уйӑхӗнчех пуҫласа янă. Эпир килнӗ кун та нимене пухӑннăччӗ. Кашнин ролӗ пур – арҫынсем пахчара ӗçлеççӗ, хӗрарӑмсем хур тӗкне татаççӗ. Тус-тӑванӗсемсӗр пуҫне, кӳршӗ Пӑва районӗнчен те хӗрарӑмсем килеҫҫӗ иккен.
«Вӗсем кунне 40-50 хур тӗкне татса, тирпейлеҫҫӗ. Паллах, пирӗн туссем те, тӑвансем те питӗ ӗçчен, анне те ялтан контроль тума килет, – тесе кулкалать Резида.
Тухфатуллинсем хурсене тӗтӗмлеҫҫӗ те, тӑварлаҫҫӗ те иккен. Мамӑкне те сая ямаҫҫӗ.
– Ялсенче йышлӑ хур ӗрчетесси ӗлӗк-ӗлӗкренех юлнӑ-ҫке. Пӳртре çатан çинчи, сап-сарă хур чӗпписене, вӗсене шыв хӗрринче, çерем çинче сыхланине, кам астумасть-ши? Халӗ вара хур чӗпписене пасарта туянса ӳстеретпӗр. Эпир те ҫулсерен хур йышлă ӳстеретпӗр, çакăншăн пирӗн условисем пур, вӗсем валли хăтлăхсем те тăватпăр. Хурсем йышлă пулнăран, ниме те темиҫе куна, темиҫе эрнене тӑсӑлать. Яланхиллех хур нимисене канмалли кунсене тӳрӗ килтерсе ирттеретпӗр. Ачасем, тӑвансем пулӑшаҫҫӗ. Айккинчен пулӑшма чӗннӗ ҫулсем те пулчӗç. Чи пӗлтерӗшли – тирпейлесе, сывлăхпа, савăнса усӑ курма пӳртӗрччӗ, – тет Кивӗ Çӗпрел ялӗче пурăнакан Венера Ахмадуллина.
Ахмадуллинсем те хурсене хӑйсем валли кӑна ӳстермеҫҫӗ, ытлашшине сутаççӗ те.
Самана улшӑнать, анчах йӑла-йӗркесем, пӗрлӗх патне ăнтăлни улшӑнмасть. Тухфатуллинсем пек хур усрама юратакансем пулсан, хур ними те йӑлара хӑйӗн вырӑнне упраса хӑварӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев