«Хуҫасӑр» ҫуртсем
Ялсенче пăрахнă, ишӗлсе, çӗре çити тайăлса пыракан ҫуртсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пырать
«Хуҫасӑр» тесе калани, çак ҫуртсем вӗсен хуҫисем ҫуккине пӗлтермест, нумайӑшӗсен хуҫисем пур, анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула вӗсем унта пурӑнмаҫҫӗ.
Хӑш-пӗр ҫемье хулана тухса кайнӑ, теприсем еткерлӗх илнӗ, анчах ӑна регистрацилеме васкамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑта нумай илет тата хаклӑ та. Кун хыҫҫӑн ҫӗр лаптӑкӗшӗн те, çуртшăн та налук тӳлеме тӳрӗ килет вӗт... Çавăнпа та яла илемсӗрлетсе, хуçисен сӳрӗклӗхне пула, ишӗлсе пыраççӗ те ӗнтӗ çак çуртсем. Чи хурлӑхли — ҫак ҫуртсене сӳтсе пăрахма та, сутма та пулмасть.
Çакăн пек ҫуртсем ялăн сӑн-сӑпатне илемсӗрлетнипе кăна мар, пушар, инкек-синкек кăларса тăракан вырăн та пулса тăраççӗ. Тӗрлӗ чӗрчунсен, йытăсен те пуçтарăнакан, ӗрчекен вырăн та вӗсем.
Çакă ертӳçӗсене те, ял халăхне те пăшăрхантармасăр тăмасть, паллах. Вӗсем çак çуртсемпе мӗн те пулин тума пулмасть-ши, тесе тӗрлӗ инстанцисене ыйтупа каяççӗ. Çуртсен хуҫисене тупма йывăр мар, анчах та хăйсен участокӗсене йӗркене кӗрттересси... çакă хăш-пӗр чухне вăя кӗртме пулман лару-тăрăва çаврăнать.
Ӗҫ тӑвакан комитетра иртнӗ черетлӗ тунтикунри канашлура сăмах та çакăн çинчен пычӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫавна май закон йышӑннине палӑртса, ял тăрăхӗн пуçлăхӗсене малашне çак законпа килӗшӳллӗн ӗҫ илсе пыма чӗнсе каларӗ.
Закон вара, ҫакна аса илтерет: енчен те кил хуҫи виҫӗ ҫул хушшинче никӗсне йӗркене кӗртмен тӗслӗхре, унӑн кил-ҫурчӗ патшалӑха автоматла майпа куҫма пултарать. Закон 2025 ҫулхи мартăн 1-мӗшӗнчен вăя кӗчӗ.
Ҫак закон ялтан тухса кайнӑ ҫынна хăйӗн никӗсӗшӗн тăрăштарассине тӗллеве илет. Тен, хӑшӗ-пӗри тӑван тӑрӑхӗн хакне пӗлсе, таврӑнӗ, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне асӑнса пуҫ тайӗ — тӗп шухӑш та ҫакӑнта.
Никӗс пачах та кирлӗ мар пулсан ăна нумай ачаллӑ ҫемьесене, ҫурт лартас текенсене пама май пур.
Тăван ен... Тӗп никӗс... Атте-анне никӗсӗ... Ачалӑх иртнӗ урам... Пурнӑҫ ҫулӗпе ытларах та ытларах утнă май, ҫак ӑнлавсем чуна ҫывӑхланнӑҫемӗн ҫывӑхланса пыраҫҫӗ, час-часах аса килеҫҫӗ, чун-чӗрен чи ҫутӑ, чи ӑшӑ, чи пархатарлӑ кӗтесӗнче вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Тутарстан халӑх артисчӗ ИльСаф та, тен илтнӗ пуль: «Аттесемпе аннесен пехилне илер, тӑван тӑрӑха таврӑнса кил-çурт çавăрар», — тесе юрлать... Ҫурт лартма вăй-хал çитмесен, пуррисене пӑхса тăрар — сăвап пулӗ!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев