Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хуҫалӑхсем ҫурхи акана хатӗрленеҫҫӗ

Районта уй-хир ӗҫӗсен хатӗрлӗхӗ енӗпе ятарлӑ комисси ӗҫлерӗ

Хӗвел пайӑркисенчен уй-хирте юра ирӗлнӗ вӑхӑтра, хуҫалӑхсемпе фермерсем старт линийӗ çинче тăраççӗ. Техникӑна пăхаççӗ, минераллӑ удобренисем, топливо туянаҫҫӗ, вӑрлӑх материалӗпе ӗҫлеҫҫӗ.

Районта ҫурхи акана мӗнле хатӗрленеҫҫӗ? Иртнӗ эрнере 2026 ҫулхи ҫурхи уй-хир ӗҫӗсен хатӗрлӗхӗ енӗпе, конкурс шайӗнче, составӗнче ТР ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗн ҫумӗ Марат Каримов, «Тат-агролизинг» обществăн генеральнӑй директорӗ Рафаэль Фаттахов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов тата специалистсем, районти «Гостехнадзорӑн» тӗп патшалӑх инженер-инспекторӗ Ильдар Шайхаттаров, «Россельхозцентрӑн» ертсе пыракан специалисчӗ, агроном Ильгиз Азизов пулнă пӗрлехи комисси ӗҫлерӗ. Комисси ӗҫне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.

Комисси членӗсем техника, удобрени, вӑрлӑх, механизаторсен хатӗрлӗхне, акмалли лаптӑксен структурине пăхрӗç. Шăпах çак параметрсемпе кашни хуҫалӑха хакларӗç, кӑтартусем тӑрӑх пӗтӗмлетӳсем турӗç. 

«Çӗпрел – Рассвет Агро», «Цильна», «АгроТрансПорт» обществӑсенче техникăн хатӗрлӗх шайне тата, пӗтӗмӗшле илсен, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене ирттерме хатӗрлӗхлӗ пулнине комисси пысăк шайра тесе палӑртрӗ. Кунта ака кампанийӗ вӑхӑтӗнче усӑ курмалли мӗнпур техникӑна хатӗрлӗх линийӗ ҫине лартнӑ, хăй тӗллӗн çӳрекен машинăсене пурне те пушар сӳнтермелли хатӗрсемпе, аптечкӑсемпе комплектланă тата ытти хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтернӗ. Техникӑна çӳретме тивӗҫлӗ категориллӗ квалификациллӗ механизаторсене явӑҫтарнӑ.

Ӗҫ вӑхӑтӗнче техникăна йышăнакан комисси, çаплах, хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене те ҫитсе курчӗ.  Пӗтӗмӗшле илсен, комисси членӗсем Ҫӗпрел районӗнчи аграрисем ҫуркуннехи-уй-хир ӗҫӗсене пысӑк шайра хатӗрленнине палӑртрӗҫ, ӗҫ сыхлавӗн нормисене çирӗп пӑхӑнма чӗнсе каларӗҫ. 

– Ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене лайӑх хатӗрленни, кадрсем ҫителӗклӗ пулни, механизаторсен оптимизмӗ ҫитес яваплӑ ака кампанине ӑнӑҫлӑ ирттерме шанӑҫ парать. Ырӑ сехет тӗлне пултӑр! – тесе палӑртса иртрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ӑнӑҫу сунса.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев