Хӑрушлӑхсӑр ҫулсем – кулленхи ҫивӗч ыйту
Районта ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ
Мероприятире кӑҫалхи çулăн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче пулнă аварисем çинчен тата автомобиль ҫулӗсене упрас ыйтӑва сӳтсе яврӗç. Ҫулталӑкӑн иккӗмӗш ҫур çулӗ валли приоритетлӑ ҫул-йӗрсем палӑртрӗç. Лару ӗҫне комиссийӗн ертӳçи Рустам Мухаметзянов ертсе пычӗ.
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн пуҫлӑхӗн ӗçӗсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан Дамир Даутов 2026 ҫулхи 6 уйӑхра район территорийӗнче пулса иртнӗ ҫул-йӗр инкекӗсене пӗтӗмлетрӗ. Вӑл ҫулталӑк пуҫланнӑранпа çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче вилекенсен шучӗ ӳснине, ҫавна май лару-тӑрӑва ҫирӗплетес енӗпе тухӑҫлӑ мерӑсем йышăнма кирлине палӑртрӗ.
Дамир Даутов пӗрремӗш ҫур ҫулта районти ҫулсем ҫинче 4 авари пулнине пӗлтерчӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан аварисен шучӗ 1 тӗслӗхпе (5-рен 4 таран) чакнӑ. Анчах аварисен шучӗ пӗтӗмӗшле чакнӑ пулин те, вилекенсен шучӗ 1 ҫынран 3 ҫын таран ӳснӗ. Çул-йӗр-транспорт инкекӗсенче 6 ҫын тӗрлӗ шайри сурансем илнӗ.
Докладчик ялсенчи ҫул-йӗр-транспорт инкекӗсем пулманни çинчен те каласа иртрӗ. Аварисем пурте регион тата федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫулсем çинче пулса иртнӗ. Сиен курнисен хушшинче пӗр ача пур. Автомобиле ашшӗ тытса пынӑ. Ку тӗслӗх пире аслисем ҫул ҫинче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ пулнине тата тепӗр хут аса илтерет.
– ГИБДД ӗҫченӗсем ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче планпа профилактика ӗҫӗ илсе пыраҫҫӗ. Кӑҫал шкулсемпе ача сачӗсенче 60 ытла калаҫусем, уроксем тата тӗрлӗ конкурссем ирттернӗ. Районти 29 шкулпа 28 ача садне пурне те хӑрушсӑрлӑх кӗтесӗсемпе, кирлӗ вӗренӳ пособийӗсемпе тата материалсемпе тивӗҫтернӗ, – тесе пӗлтерчӗ Дамир Даутов.
«Унсӑр пуҫне ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тата муниципалитет ӗçченӗсемпе пӗрле «Аварисӗр каникул» проект пурнӑҫланать. Ачасем валли ҫул ҫинче хăйсене хӑрушсӑр тыткалас енӗпе ӑсталӑха ҫирӗплетес тӗллевлӗ викторинӑсем, эстафетӑсем тата конкурссем йӗркелеҫҫӗ. Ҫамрӑксем хушшинче ҫул-йӗр «культури» аталанни савӑнтарать». Ачасем хутшăннипе пулнӑ инкексен 40 проценчӗ кӑна вӗсен асӑрханусӑрлӑхне пула пулса иртет. Ҫамрӑксем хушшинче йӗркене пӑсасран сыхланма районта «Чарӑн – санӑн пурнӑҫу хӑрушлӑхра!» профилактика карточкисене тултарас практика малалла пырать, – тесе палӑртрӗ ГИБДД представителӗ.
Канашлӑвӑн иккӗмӗш пайӗнче автомобиль ҫулӗсене упрас ыйтӑва сӳтсе яврӗç. Хусанти «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăхăн бюджет учрежденине халăхран тата Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçисенчен çăхавсем килесси малалла пырать. Кун çинчен «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» Хусан хулинчи территорири управленийӗн виçевсем тата габарит тӗрӗслевне тивӗҫтерекен пайӗн пуҫлӑхӗ Олег Космаков докладпа тухрӗ.
– 2025 ҫулта 46 заявлени килнӗ (чи нумаййи – Питреч, Лаишев, Заинск тата Тукай районӗсенче), унта пысӑк грузсем ҫӳренипе регион трассисене самай вараланӑ, аркатнӑ, – тесе палӑртрӗ вӑл. – Йывӑрӑшӗ юранӑ нормӑсенчен темиҫе хут пысӑкрах транспорт ҫулсене, асфальта пысӑк сиен кӳрет. Ҫавна пула ҫул сийӗ арканать, аварисемпе çул-йӗр-транспорт хӑрушлӑхӗ ӳсет, ку вара – эксплуатаци правилисене пăхăнманни. Ҫавна май Олег Космаков контроль мерисене вӑйлатма сӗнет.
Ларӑва пӗтӗмлетнӗ май, Рустам Мухаметзянов ҫулталӑкӑн иккӗмӗш ҫуррин приоритетлӑ ҫул-йӗрӗсене палӑртрӗ. Ку вара хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнине, ӳсӗрле транспорт хатӗрне тытса пыракансен тӗлӗшпе контроле вӑйлатассине, ҫуран ҫӳрекенсемпе ӗçе активлатмаллине, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче йӗркене пӑснӑ тата ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсен факчӗсене анлӑн ҫутатма кирлине пӗлтерет.
– Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен пӗр уйӑх ытла ҫеҫ юлать. Ҫавӑнпа та ҫуран ҫӳреме, уйрӑмах шкул ачисем валли, хӑрушлӑхсӑр условисем туса парасси – чи пирвайхи тӗллев пулса тӑрать. Кашни вӗренӳ учрежденине ҫул-йӗр стандарчӗн требованийӗсемпе килӗшӳллӗн оборудованилеме тивӗçлӗ, – терӗ Рустам Мухаметзянов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев