«Хӗрлӗ гвоздика» – астӑвӑм тата пулӑшу символӗ
Тав эстафети
Акцийӗн тӗп тӗллевӗ – ветерансене пулӑшасси.
Республикӑра «Хӗрлӗ гвоздика» акци пуҫланчӗ. Кашниех Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата ҫар юхăмӗн ветеранӗсене медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫе волонтерсенчен «Хӗрлӗ гвоздика» паллӑ туянса, хӑйӗнчен пай кӗртме пултарать.
Мероприяти вӑхӑтӗнче пухнӑ укҫана «Ăрусен астӑвӑмӗ» ыр кӑмӑллӑх фондне парӗҫ. Ҫапла вара, пӗрле эпир ветерансен пурнӑҫне хӑтлӑрах тума, вӗсене чун-чӗререн тав тума пултаратпӑр.
Волонтерсене акци символикипе урамсенче, парксенче массӑллӑ мероприятисенче тӗл пулма пулать. «Хӗрлӗ гвоздика» вӑл паллӑ кӑна мар, ӑрусен ҫыхӑнӑвне, ӑстăвăма тата тав туйӑмне сӑнлани.
Ҫӗпрел ҫыннисене ҫак ырӑ ӗҫе хутшӑнма чӗнетпӗр. Акци июнӗн 22-мӗшӗ – Асӑнупа хурлӑх кунӗччен тӑсӑлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев