Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Хӗллехи тапхăра хатӗрлӗх

Ҫулсем таса пулччӑр!

Декабрь уйӑхӗн варри çитнӗ пулсан та, хӗл хăйӗн тивӗҫӗсене чӑнласах пуҫӑнаймарӗ-ха. Анчах та юр çумасть, ҫулсем пăрланмӗç, тесе калама пулмасть. 

Ҫакна район центрӗнчи автоҫулсене йӗркеллӗ шайра тытса пыракан «Фламинго» организацире те лайӑх ӑнланаҫҫӗ — хӗллехи тапхӑр валли 11 единица ятарлӑ техника хатӗрлесе хунă. Хӗллехи сезона хатӗрленесси, тротуарсене, урамсене тасатас енӗпе ӗҫ планӗсем пирки организацийӗн ертӳҫипе Альфред Низамовпа калаҫрăмӑр.

— Альфред Альбертович сирӗн организацийӗрте хӗллехи тапхӑр валли хатӗрленес ӗç мӗнле шайра?

— Паянхи кун организаци балансӗнче 11 единица ятарлӑ техника тăрать. Вӗсенчен кашниех юр-тăман, çулсем пăрлакланнă тапхӑрта конкретлӑ комплекслӑ ӗҫсем пурнӑҫлама пултарать. Ҫулсерен транспорт паркне ҫӗнетес тӗлӗшпе планпа килӗшӳллӗн ӗҫ илсе пырăнать. Калăпăр, 2012 ҫулта пирӗн техника виҫӗ единици кӑна пулнӑ, паян автопаркри техника шучӗ тӑватӑ хут ӳсрӗ. Кӑҫалхи ҫул та техникăсене хатӗрлес ӗç çине çирӗп тимлӗх пулчӗ. Тракторсене тӗпрен юсанӑ, икӗ çӗнӗ «КамАЗ» автомобиль туяннӑ. Парка ҫӗнетес енӗпе инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 2,5 миллион тенке тӳрӗ килет. 

— Сирӗн çинче ҫулсен пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ миҫе ҫухрӑм шутланса тăрать, ӗҫ графикӗ мӗнле?

— Эпир Кивӗ тата Çӗнӗ Ҫӗпрел, Кивӗ Йӗлмел ял тӑрӑхсенче пӑхса тӑмалли ҫулсен тӑршшӗ 60 ҫухрӑма тӳрӗ килет. Юр-тӑман тухас пулсан ӗçченсем ирхине тӑватӑ сехетре ӗҫе тухаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, пирӗн ирхинехи 7.00 сехетчен ҫулсене тасалӑхпа тивӗҫтермелле. Чи малтанах социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем патне кӗмелли çулсем, машинăсене лартмалли вырăнсене-парковкăсем, нумай хваттерлӗ подъездсен çӳлӗсем, ҫул ҫинчи пӑрӑнчӑксем, тротуарсем патне ҫитмелли вырăнсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Хӗллехи тапхӑрта дежурство йӗркеленет, кун пек кунсенче вӑл каҫхи 18.00 сехетрен пуҫласа ирхинехи 8.00 сехетчен тӑсӑлать, уяв кунӗсенче вара — талӑкӗпех. 

Унсӑр пуҫне хӑйӑр-тӑвар хутӑшне хатӗрлес ӗҫ те илсе пырăнать. Кӑҫалхи ҫул ӑна 150 тонна калӑпӑшӗнче хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, пирӗн организаци 2025-2026 ҫулсенчи хӗллехи сезона туллин хатӗр тата хамӑра шанса панӑ тӗллевсене пурнӑҫласа пырасса шанатӑп.

— Тавтапуҫ калаҫушӑн, хӗл уйăхӗсем инкек-синкексӗр ирттӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев