Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Халӑх инспекторӗ» пулӑшать

Çул-йӗр правилисене пӑснă фактсене видео çине ӳкерсе янă активлă граждансене халӗ укҫан парнелессине пăхса хăварнă.

«Халӑх инспекторӗ» патшалӑх информаци системи Тутарстанра 2014 ҫултанпа тухӑҫлӑ ӗҫлет. Телефона вырнаҫтарнӑ мобильлӗ приложени пулӑшнипе граждансем ҫул-йӗр юхăмӗнчи йӗркене пӑсни пирки оперативлӑ майпа хыпарсем яма пултараҫҫӗ.

«Çак программа халӑхпа яваплӑ службӑсем хушшинче шанчӑклӑ ҫыхӑну йӗркелес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать. Районти сӳрӗк пулман ҫынсем система урлӑ ҫул-йӗр  правилисене пӑснă тӗслӗхсем çинчен хӑвӑрт та меллӗ пӗлтерме пултараҫҫӗ», – тет районти Патшалӑх автоинспекцийӗн ертӳҫи Анатолий Михайлов. 

Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, «Халăх инспекторӗ» приложение хута ямалла, йӗркене пӑснă факта, кӗске видеозапись тумалла тата ăçта вырнаçнине палăртса заявка ямалла. Видеона правилӑсене пӑснă вăхăтра çыртарни обязательнӑй пулса шутланать, унӑн вӑрӑмӑшӗ вара 30 ҫеккунтран иртмелле мар.

«Программӑна янӑ видеоçыравсенчен пӗри те тимлӗхсӗр юлмасть: вӗсене оперативлӑ пӑхса тухаҫҫӗ, кирлӗ пулсан вырӑнсене кайса тӗрӗслеççӗ, законпа килӗшӳллӗн мерӑсем йышӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫсем ҫул-йӗре йӗркене кӗртме, ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсене чакарма пулӑшаҫҫӗ, – тет ертӳҫӗ. – «Халӑх инспекторӗ» программӑпа усӑ курма питӗ ансат. Чи малтанах приложение хӑвӑрӑн мобилльлӗ телефонăра вырнаҫтармалла. Малалла çул-йӗр правилине пăснă факта видеоçырав туса, приложени урлӑ ярса пама пулать. видеосъемка тумалли тата заявка ямалли йӗркене приложенире туллин ӑнлантарса панӑ».

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев