Хăюллă ывӑлсем ӳстернӗ аттесем
Районта «Геройăн ашшӗ» текен куҫса ҫӳрекен сӑн ӳкерчӗксен куравӗ ӗҫлет
2025 ҫул — Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçин ҫулталӑкӗ. Ҫулталӑк хушшинче пӗтӗм ҫӗршывӗпех патриотла проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ. «Геройăн ашшӗ» тесе ят панă сӑн ӳкерчӗксен куравӗ те — вӗсенчен пӗри.
Сӑн ӳкерчӗксенчи ашшӗсенчен нумайăшӗ хăйсем те çар çыннисем, шалти ӗçсен ветеранӗсем. Экспозицие Çӗпрел районӗ те 14 вырăнти фотопортретпа туллилентерчӗ. Курав июнӗн 26-мӗшӗнче районти Культура çурчӗн фойинче ӗҫлеме пуçларӗ.
«Çак курав — сӑнӳкерчӗксен пуххи кӑна мар, ашшӗсем хӑйсен ывӑлӗсем ҫинчен общественноçа каласа пани, — тесе палăртса итртрӗç мероприятие йӗркелекенсем. — Паттӑр ывӑлсем, геройсем пăхса ӳстернӗ ашшӗсен сӑнарӗсем урлӑ эпир ҫемьесенче чыслăх, Тӑван çӗршыва чунтан парӑнни пек чӑн-чӑн хаклӑхсем пурӑннине те куратпӑр».
«Единая Россия» парти, «Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсем» фонд тата Тутарстанри обществӑлла организацисем йӗркеленӗ çак проект 2025 çулхи февралӗн 28-мӗшӗнче старт илнӗччӗ тата ăна декабрӗн 15-мӗшӗччен республикӑри мӗнпур муниципаллă районӗсенче сӗнӗç. Проект Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин Музей-мемориалӗнче экспозицийӗн электронлӑ версине туса хунă май вӗҫленӗ.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров уява уҫрӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑлӑх мăшăрӗсене чунтан тав турӗ:
«Сирӗн ывӑлӑрсем — чӑн-чӑн геройсем. Вӗсем хӑйсен тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫларӗҫ. Паянхи сӑн ӳкерчӗксен куравӗ те эпир вӗсене хисепленине палӑртать, эсир тивӗҫлӗ ывӑлсем пӑхса ӳстернине кӑтартать, ашшӗсем ывӑлӗсемшӗн чи хаклӑ ҫын, чи ҫывӑх тус тата канашҫӑ пулни ҫинчен калать», — терӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров.
Ашшӗсем те мероприятире хӑйсен шухăш туйӑмӗсене пӗлтерчӗç:
Юрий Петров, Кивӗ Йӗлмел ялӗ:
«Пирӗн ывӑлсем Тӑван çӗршыва сыхласа хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмесӗр, ҫутӑ пуласлӑхшӑн кӗрешрӗç. Ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав вӗсене! Эпир вӗсемпе мăнаçланатпăр. Ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулӗ!».
Дамир Идрисов, Анат Хураката ялӗ:
«Çак курава йӗркелекенсене тав сăмахӗ пӗлтеретӗп. Пирӗн тӗллев — ачасене асра тытасси тата вӗсен ӗҫне малалла тӑсасси».
Экспозици районта июнӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет. Ун хыççăн Апастово районнӗ куçӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев