Хăймалу ялӗнчи «Улах каçӗ»
Концерт уҫӑ сывлӑшра – ӑшӑ, хӑтлӑ килти пек атмосферӑра иртрӗ
Районăн пӗр илемлӗ кӗтесӗнче Хăймалу ялӗнче чӑваш ялӗсенчи хӑйпултарулӑх артистсем хутшӑннипе куçса ҫӳрекен концерт пулчӗ.
«Уллах каҫӗ» ятлӑ мероприятие вырӑнти ҫынсен культура канӑвне кăмăллă ирттерес тӗллевпе йӗркеленӗ, уява хутшӑнма пултаракан çак тăрăхри çынсене пурне те тенӗ пекех пухрӗ.
Концерт уҫӑ сывлӑшра – ӑшӑ, хӑтлӑ килти пек атмосферӑра иртрӗ. Программӑра чӑваш халӑх юррисем янӑрарӗç, хастар наци ташшисем, ҫавӑн пекех, йăлари чӑваш вӑййисем те пулчӗç. Артистсен чӗрӗ музыкипе чунтан тухса калаҫнисем хӑйне евӗрлӗ самант пулса тăчӗç, куракансене темӗн чухлӗ ырӑ туйӑм парнелерӗç.
Ял ҫыннисем уйрӑмах мероприятие йӗркелекенсене тав турӗҫ. Ҫакӑн пек пулӑмсем пӗчӗк ялӑн культура пурнӑҫӗшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫынсене пӗрлештернине, наци йӑли-йӗркине упранине палӑртрӗҫ.
Ял ҫыннисем хӑйсем палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек тӗлпулусем ăс-хакăлшăн чӑн-чӑн уяв пулса тӑраҫҫӗ, ялта наци культурине упраса хӑварни пӗлтерӗшлӗ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев