Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Выльӑх-чӗрлӗх туяннӑ чухне асӑрхануллӑ пулӑр!

Специалист канашӗ

«Россельхознадзорӑн» Тутарстан  Республикинчи управленийӗн патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова кайăк-кӗшӗк тата мăйракаллă шултра выльăх туянакансене канашсем парать.

– Ял ҫыннин пурнӑҫӗ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессипе тачӑ ҫыхӑннӑ. Ҫакăнпа ялсене килсе выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене сутма ирӗкӗ пулман, ҫитменнине, ветеринари докуменчӗсӗр пуçне сутакансем пӗлсе усӑ кураҫҫӗ. Социаллӑ сетьсенче, мессенджерсенче йӳнрех хакпа сутни ҫинчен пӗлтерӳсем вырнаҫтараҫҫӗ, суйлама май параҫҫӗ тата тӳлевсӗр кӳрсе пама та шантараҫҫӗ. Анчах та ҫак выльăхсемпе кайӑк-кӗшӗк хӑрушӑ чирсемпе сиенленни те пулма пултарать. Выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗпсене ветеринари-ăсату докуменчӗсем пулнă тата ятарлӑ пасарсенче кӑна туянмалла, – тет Гульнара Арсланова.

Патшалӑх инспекторӗ каланӑ тӑрӑх, санкцилемен суту-илӳ вырӑнӗсенче выльӑх тата кайӑк-кӗшӗк туянни район территорийӗнче уйрӑмах хӑрушӑ чир сарӑлас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫавӑнпа харпӑр хушма тата хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен хуҫисене ҫак требованисене ҫирӗп пурнăçлама сӗнеҫҫӗ:

– Выльӑх-чӗрлӗхе тата  кайӑк-кӗшӗке суту-илӳ тума ятарласа уйӑрнӑ вырӑнсенче тата обязательнӑй информацие (тӗсӗ, ӑрачӗ, йышӗ, ӳсӗмӗ, выльӑх маршручӗ, вакцинацисемпе ветеринари мероприятийӗсем, вырӑнӑн эпизоотикӑлла хӑрушсӑрлӑхӗ) кăтартнă ветеринари докуменчӗсем пулсан кăна туянмалла.  

– Ҫӗнӗрен туяннӑ выльăхсене карантина хупмалла, урӑхла каласан, вӗсене ытти чӗрчунсемпе хутӑштармалла мар.

– Чирӗн пӗрремӗш паллисем тата сасартӑк вилӗм тӗслӗхӗсем пулсан, ҫийӗнчех районти ветеринари пӗрлешӗвне пӗлтермелле.

Аса илтеретпӗр, районăн ертӳçисем выльӑх-чӗрлӗх хушшинче хӑрушӑ инфекци сарӑлас хӑрушлӑх пысӑкланнипе ветеринари контрольне вӑйлатма хушрӗç. Пур кӑтартусем тӑрӑх, кунашкал инфекцисене Раҫҫейӗн 15 регионӗнче, ҫав шутра кӳршӗллӗ Удмурт тата Чӑваш Республикисенче те, тупса палӑртнӑ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев