Выльӑх апачӗ хатӗрлесси – ҫивӗч ыйту
Ял хуçалăхӗ
«Паянхи кун чи малти тӗллев – пахалӑхлӑ выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлесси», – терӗ районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн зданийӗнчи канашлура.
Ертӳҫӗ каланӑ тӑрӑх, выльӑх-чӗрлӗх продукцине туса илессине ӳстерес тӗлӗшпе лартнӑ тӗллевсене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассишӗн тесен шанчӑклӑ выльӑх апачӗн базине йӗркелемелле.
Хальхи вӑхӑтра 4053 гектар йышăнакан лаптăка тӳрӗ килнӗ нумай ҫул ӳсекен курăксен 3485 çулнă, ку вӑл 86 процентпа танлашать.
Талгат Халитов каланӑ тӑрӑх, паян пӑрҫа йышши культурăсене тирпейлемелли оптималлӑ тапхӑр пуҫланчӗ. Ҫавӑн пекех, харпӑр хушма хуҫалӑхсенче те выльӑх апачӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Уйрӑм секторта 7,5 пин ытла мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать. Уйрăм хуçалăхсенче выльӑха ӑнӑҫлӑ та тухӑҫлӑ хӗл каҫарма условлӑ выльӑх пуҫне вӑтамран 40 центнер выльӑх апачӗ хатӗрлемелле, ҫав шутра утӑ – 26 пин тонна, улӑм – 22 пин тонна.
– Паянхи кун харпӑр уйрăм хуҫалӑхсенче 15 850 тонна утӑ хатӗрленӗ, ку вӑл кирлӗ пулнинчен 70 процентпа танлашать, пӗр условлӑ выльӑх пуҫне шутласан – 30 центнер выльӑх апачӗ. Ял хуҫалӑх таварӗ туса илекенсене выльӑх-чӗрлӗх шучӗ чакасран уйрăм хушма хуҫалӑхсем валли выльӑх апачӗ хатӗрлеме пулӑшма ыйтаҫҫӗ, – тет районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн пуҫлӑхӗ Талгат Халитов.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ кӑҫалхи июнӗн 29-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, районӗпе 18103 тонна сенаж, 2949 тонна утӑ хатӗрленӗ. Условлӑ выльӑх пуҫне 10,8 центнер выльӑх апачӗн единици тӳрӗ килет (выльӑх апачӗ кирлӗ: утӑ – 8 пин тонна, сенаж – 47 пин тонна, силос – 48 пин тонна).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев