Выльăх-чӗрлӗхе тутă хӗл каçарассишӗн
«Цильна» обществăра силос хатӗрлеççӗ
Районти агрофирмӑсемпе обществăсен филиалӗсенче выльӑх-чӗрлӗхсене ăнăçлă хӗл каҫарассишӗн 7999 тонна утă, 46551 тонна сенаж, – 47110 тонна силос хатӗрлемелле.
«Цильна» обществӑра силос хывас ӗҫ хӗрӳ пырать. Кукуруза ани çинче «Полесье» маркӑллӑ вакласа тиекен комбайнпа ӗҫлекен Михаил Чувашов тата «Ягуар-810» комбайнпа ӗçлекен Фарит Тухфатуллов çумне вун-вун «КамАЗ» автомашинине ҫирӗплетнӗ.
Темиҫе километрта вырнаҫнӑ кукуруза ани çинчен апат утарне таврӑнакан машинӑсене курса та ӗлкӗрейместӗн. «КамАЗ» автомашинăсен водителӗсем Асхать Замалтдинов, Ильнур Алимов, Фанис Хакимов, Алексей Марков, Владимир Макаров, Марат тата Радик Садеевсем, Вячеслав Ижегеров, Андрей Купцов тата ыттисем кунне темиҫе теҫетке рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Апат утарӗнчи силос траншейине «КамАЗ» автомашинăсем килсе пушатнă симӗс массӑна Фаниль Сулейманов «Амкадор Линкин» тракторпа тӗрттерсе, тикӗслесе тăрать. «К-700» маркӑллӑ тракторпа Юрий Цыфаркин тата «Т-150» тракторпа Вениамин Козлов силос массине тачӑлатса тăраççӗ.
Силос базисенчен пӗрне тултарнӑ та ӗнтӗ, иккӗмӗшӗ те массăна йышăнма хатӗр.
Кунсăр пуçне, обществӑра выльӑхсене хӗл каҫарма 1533 тонна утӑ, 17632 тонна сенаж, 3506 тонна силос апат утарӗсенче хатӗрлесе хунă, пӗр условнăй выльӑх пуҫне 27,2 тонна апат единици туса хунă.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен сентябрӗн 9-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тăрăх, районӗпе кашни условнăй выльӑх пуҫне вӑтамран 22,4 центнер апат единици хатӗрленӗ (выльӑхсене хӗл каҫарма вӑтамран кашни выльӑх пуҫне 40 центнер апат единици пулма тивӗçлӗ). Выльӑхсене хӗл каҫарма районӗпе 14884,65 тонна апат единици, ҫав шутра, 4835 тонна утӑ, 37441 тонна сенаж, 3506 тоннна силос, 4590 тонна улӑм хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев