Вӗрентекенсен августри конференцийӗнче
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи çӗнӗлӗхсене, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗтӗмлетӗвӗсене сӳтсе яврӗҫ
«Хальхи вӗрентӗвӗн приоритетлӑ хаклӑхӗсем мӗнлерех» темăпа иртрӗ педагогсен тӗлпулӑвӗ.
Тӗлпулура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин, ҫавӑн пекех, ТР Çутӗç министерствин хушма вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Курманова хутшӑнчӗҫ.
Лару пуҫланас умӗн хӑнасем районти шкулсен ӗҫӗ-хӗлне çутатнă куравпа паллашрӗҫ. Кӑҫал пӗрремӗш класра вӗренекенсемпе калаҫрӗç, вӗсене «Шкула пуҫтарӑнма пулӑш!» акци шайӗнче шкул портфелӗсем пачӗç.
Конференци пуҫланас умӗн Раҫҫей Федерацийӗн çутӗç министрӗн Сергей Кравцовăн видеочӗнӗвне итлерӗҫ. Министр хӑйӗн видеоҫыхӑнӑвӗнче вӗрентӳ ӗҫченӗсен умӗнчи тӗллевсем, вӗрентӳпе воспитани сферинчи ҫӗнӗлӗхсем, педагогика ӗҫченӗсен ӗҫ укҫи тата ытти нумай приоритетлӑ ыйтусем ҫинчен калаçрӗ, ҫавӑн пекех, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ ячӗпе саламларӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров конференци ӗҫне малалла тӑсса педагогика ӗҫӗн ветеранӗсене вӗрентӳ сферинче нумай ҫул вӑй хунӑшӑн тав турӗ. Вӗсене парнесем, чечексем пачӗ. Çӗнӗ Упи шкулӗнче ӗҫлеме пуçлакан ҫамрӑк педагога Кристина Ятманована та чысларӗҫ.
Районти çутӗç пайӗн пуҫлӑхӗ Газинур Халиуллов тухса калаçса, иртнӗ вӗренӳ ҫулне пӗтӗмлетрӗ, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчи задачăсене палӑртрӗ.
Районта пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 29 учреждени ӗҫлет, вӗсенче 1740 вӗренекен пӗлӳ илет, шкулчченхи 18 учреждение 431 ача ҫӳрет, Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче 210 студент специальность алла илет. Районта 1 хушма пӗлӳ паракан учреждени пур — " Талантсен планети" ачасен творчество çурчӗ. Тытăмра пурӗ 866 специалист вӑй хурать. Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче пӗлӳ паракан учрежденисене пӗрремӗш класа 113 ача килӗ.
— Пӗлӳ паракан учрежденисенчен пурте ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне хатӗр. Кӑҫал Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулне çӗнетрӗç, çавӑн пекех, Упи вăтам шкулӗн апат-ҫимӗҫ блокне тӗпрен юсарӗç, — тесе пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне Газинур Халиуллов.
Кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчи пысӑк улшӑнусенчен пӗри, тесе вӑл «Пирӗн тӑрӑхăн историйӗ» курс кӗртнине асӑнса иртрӗ. Асӑннӑ курса 5, 6 тата 7-мӗш классенче пӗлӳ илекенсем вӗренӗҫ.
Ачасене профильлӗ пӗлӳ тата воспитани парас енӗпе «Ӳсӗм пăнчи» центрӗсене пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӑваҫҫӗ. Паянхи кун кун пек центрсем районти 14 шкулта пур. 16 учрежденире шкул музейӗсем, театр кружокӗсем ӗҫлеҫҫӗ. «Ку енӗпе хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем пур», — тесе палӑртрӗ вӑл.
Вӗрентекенсен квалификацине ӳстерес, ҫамрӑк специалистсене хатӗрлес енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине, тӗрлӗ предметпа иртекен олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пынине те каласа иртрӗ çутӗç пайӗн ертӳҫи. 9-мӗш тата 11-мӗш классенче вӗренекенсен экзаменӗсен кăтартăвӗсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ вӑл.
— 9-мӗш тата 11-мӗш класран вӗренсе тухнисем пурте аттестат илчӗҫ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, чылай предметпа экзамен тытнин кӑтартӑвӗсем лайӑхланнӑ. Апла пулин те вырӑс чӗлхи, хими, биологи, информатика предмечӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Тӑхӑр предметпа экзаменсен кӑтартӑвӗсем республикӑри кӑтартусенчен пысăкрах. Ҫулсерен медалистсен шучӗ ӳссе пырать. Шкултан вӗренсе тухнӑ 30 вӗренекен те медаль енӗпе пӗлнине ҫирӗплетме пултарчӗç. «Вӗренӳри уйрӑм ҫитӗнӳсемшӗн» медалӗн пӗрремӗш степенӗпе 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 19 вӗренекен наградӑланчӗ, 11 вӗренекен вара ҫавӑн пек медальӗн иккӗмӗш степеньне илчӗ. Унсӑр пуҫне, Пӗрлехи патшалăх экзаменӗнче тӑватӑ вӗренсе тухакан икӗ предметпа 90 тата унрах ытларах балл пухрӗ, — тесе калаçрӗ Газинур Халиуллов.
Ертӳҫӗ пӗлӳ паракан учрежденисен ӗҫ-хӗлне анализ турӗ, вӗрентекенсен грант илессинчи, тӗрлӗ конкурсри ҫӗнсе илнӗ ăнăçăвӗсене асӑнчӗ, вӗренекенсен Олимпиадӑсенчи ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса иртрӗ.
Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май, Газинур Халиуллов педагогсене ӗҫӗсемшӗн тав турӗ, хальхи вӗрентӗвӗн приоритетлӑ хаклӑхӗсем пулнă май, ачасене ҫемьери йӑла-йӗркене, гуманлăха, Тӑван ҫӗршыва юратма воспитани пама чӗнсе каларӗ.
Конференци вӑхӑтӗнче Чӑваш Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн директорӗ Марина Арьяхова тата районти отрасль технологийӗсен техникумӗ директорӗ Фаниль Яфизовӑн тухса калаçнине итлерӗҫ.
Тутарстан Республикин Çутӗç тата наука министерствин хушма вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Анастасия Курманова Ҫӗпрел районӗнчи вӗренекенсен юлашки çулсенчи олимпиадӑсенчи ăнăçăвӗсене хакларӗ, лайӑх динамикӑна палӑртса педагогсене ӗҫӗсемшӗн тав турӗ. Хушма пӗлӳ паракан тытӑм пӗлтерӗшлӗ пулнине те палӑртрӗ вӑл, ку енӗпе ӗҫе вӑйлатма чӗнсе каларӗ.
— Вӗрентӳ ӗçӗ-хӗлӗнче пирӗн хӑш-пӗр ҫитӗнӳсем пур. Ҫакӑ медалистсен шучӗ ӳснинче, вӗренекенсен олимпиадӑсенче, конкурссенче тунӑ ҫитӗнӗвӗсенче палӑрать. Анчах ӗҫлемелӗх ӗçсем те пур. Ку чухнехи çутӗç ӗçӗнче кун валли пур майсем те пур. Ҫавӑнпа та кашни ыйту уйрӑм тимлӗх ыйтать, — тесе çутӗç ӗҫченӗсем умне тӗллевсем лартрӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров. Вăл çӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн вӗрентекенсене ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.
Мероприяти вӗҫӗнче вӗрентекенсене парнесем парасси те пулчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев