Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ

Ҫӗнӗ 2025-2026 вӗренӳ ҫулӗнче Ҫӗпрел районӗн шкулӗсенче 1615 вӗренекен пӗлӳ илӗ. Пӗрремӗш класа 117 ача килчӗ

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче

Сентябрӗн 1-мӗшӗнче районти çутӗç учрежденийӗсем пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑма – ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнине палăртса ирттерчӗç. Ҫак кун мӗнпур классемшӗн те йӑлана кӗнӗ торжествăлла линейкӑсем, пӗрремӗш класс сехечӗсем иртрӗҫ.

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче ӗҫ коллективне, вӗренекенсене, ашшӗ-амӑшӗсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров саламларӗ.

– Шкул пурнӑҫӗ пуриншӗн те пӗр пек хаклӑ, ҫывӑх. Ачалӑхри, ҫамрӑклӑхри чи ҫутӑ асаилӳсем шкул ҫулӗсемпе ҫыхӑннӑ. Сире ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме тата вӗренме, телей тата мӗнпур ырӑ ӗҫсемпе пуҫарусенче ӑнӑҫу сунатӑп! – терӗ Марат Гафаров.

Шкул директорӗ Лилия Насибуллина та уява хутшӑнакансене саламланӑ май, шкулăн ҫитӗнӗвӗсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Ҫак кун пӗрремӗш класра вӗренекенсен ячӗпе уйрӑмах пысӑк сунăмсем пулчӗç. Кӑҫал шкула 32 ача килчӗ. Пӗчӗк аллисемпе хăйсенчен те пысӑкрах чечек ҫыххисем тытнӑ пӗрремӗш класра вӗренекенсен янăравлă сасăпа каланă сӑввисем ҫак кун пурне те ăшă кулă парнелерӗç, малашлӑха шанӑҫпа пӑхма хистерӗҫ.

Ҫавӑн пекех «Малтисен юхӑмне» хастар хутшӑнакан шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсене ТР Раисӗн пулӑшуҫи, «Малтисен юхӑмӗн» Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Тимур Сулейманов ятӗнчен Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.

Савăнăçлă мероприяти  юрăсемпе çыхăнса пычӗ. Юлашкинчен пӗрремӗш класс ачисемпе çитес çул вӗренсе тухакан классен аллинче янӑранӑ шӑнкӑрав вӗсене пӗрремӗш урока йыхравларӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев