Волейбол енӗпе чи вӑйлисем палӑрчӗҫ
Сывă пурнăç йӗрки
«Алтын» универсаллӑ спорт залӗнче арҫынсен командисем хушшинче волейбол турнирӗ иртрӗ.
Мероприятие Ха-лӑх пӗрлӗхӗн кунне халалланӑччӗ, «Единая Россия» партийӗн вырӑнти уйрӑмӗ пулӑшнипе иртрӗ.
Турнира тӑватӑ команда хутшӑнчӗ. Кун тӑршшӗпе спортсменсем пысӑк ӑсталӑх кӑтартса, тупӑшрӗҫ. Куракансене, уйрăмах, финал вӑййи кӑмӑлӗсене ҫӗклерӗ, интереслентерчӗ.
Çивӗч ăмӑртусем хыҫҫӑн, пӗрремӗш вырăна «Алтын» команда — Кивӗ Ҫӗпрел, иккӗмӗш вырӑна — «Авангард» команда — Кивӗ Ҫӗпрел, виҫҫӗмӗш вырӑна 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗн волейболисчӗсем йышăнчӗç.
Турнирăн призерӗсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, спорт, ҫамрӑксен ӗҫӗсен тата туризм уйрăмӗн ертӳçи Руслан Вильданов, «Единая Россия» партийӗн вырăнти уйрӑмӗн секретарӗ Ильдар Каюмов саламларӗç, грамотӑсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗç.
Ӑмӑрту пынă вăхăтра «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» комплексăн нормативӗсене пурнӑҫлама мобильлӗ площадка та ӗҫлерӗ. Кăмăлӗ пулнисем унта спорт нормативӗсене пурнăçлама пултарчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев