Ҫул ҫинчи лару-тӑру ҫак сӑмахсен тӗрӗслӗхне ҫирӗплетет кӑна
Иртнӗ ҫулсемпе танлаштарсан ҫул ҫинчи аварисен шучӗ чакнӑ, вилекенсен шучӗ вара ӳснӗ. Кун пирки эпир Раҫҫей Шалти ӗçсен Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн ертӳçипе Анатолий Михайловпа калаҫрӑмӑр.
– Анатолий Николаевич, республика шайӗнчи ҫулсем ҫинчи лару-тӑрупа кăштах паллаштарса иртсемӗрччӗ...
– Кӑҫалхи 8 уйӑхра Тутарстан Республикинче 1973 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, вӗсенче 212 ҫын вилнӗ, 2388 ҫын суран илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан çул-йӗр-транспорт аварийӗсен шучӗ 83 чакнă, суранланнисем – 131 çын сахалтарах, ҫав вӑхӑтрах вилнисен шучӗ 13 çын нумайрах пулнă. Ку питӗ пăшăрхантаракан сигнал. Ҫӗпрел районӗнче, тӗрӗсрех каласан, регионсем хушшинчи ҫулсем ҫинче 8 уйӑхра 7 çул-йӗр-транспорт инкекӗ пулнӑ, вӗсенче 5 ҫын вилнӗ, 8-шӗ тӗрлӗ шайри сурансем илнӗ.
– Ҫуран ҫӳрекенсем енӗпе статистика мӗнле?
– Шел те, 8 уйӑхра республикӑра ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе 472 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулнӑ, ҫавна пула 36 ҫын вилнӗ, 452-шӗ тӗрлӗ шайри çан-çурăм суранӗ илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан инекексен шучӗ 14 чакнӑ, суранланнисем – 34 çын сахалтарах пулнă. Ҫав хушӑрах вилнисен шучӗ 5 ҫын ӳснӗ. 8 уйӑх хушшинче пирӗн районта ҫуран ҫӳрекенсем хутшӑннипе ҫул ҫинчи инкексем пулманни савӑнтарать, анчах ку лӑпланса ларма май пуррине пӗлтермест.
– Ҫул ҫинчи инкексен конкретлӑ тӗслӗхӗсем ҫинче те чарӑнса тӑрар-ха.
– Калӑпӑр, Зеленодольск районӗнче кӑҫал ҫулла Volkswagen автомобиль водителӗ икӗ ҫуран ҫӳрекене ҫаптарса хăварнă, ҫавна пула ҫуран ҫӳрекенсем суранланнӑ. Сентябрь уйӑхӗнче кӑна Тукай районӗнче 51 ҫулти Audi водителӗ 63-ри хӗрарӑм çине кӗрсе кайнă, шел те, вӑл вилнӗ. Ҫав кунах Зеленодольск районӗнче 50 ҫулти Honda автомобиль водителӗ ҫуран çӳрекене ҫаптарса хăварнă, сурансене пула ҫуран çӳрекен ҫын çавӑнтах вилнӗ. Икӗ тӗслӗхре те, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, çынсем тӗттӗм вӑхӑтра ял тулашӗнче ҫутта тавăракан элементсемсӗр пулнă, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ.
Шутласан, ун пек тӗслӗхсем нумай. Палӑртмалла: ҫуран çӳрекенсем хутшӑннипе пулса итртнӗ çул-йӗр-транспорт инкекӗсем ӑнсӑртлӑхпа мар, конкретлӑ йӑнӑшсемпе ҫыхӑннӑ. Ку: тимсӗрлӗх, васкани, правилӑсене пăхăнманнин кăтартăвӗ. Ҫак цифрӑсенчен кашнин хыҫӗнче – синкерлӗ вилӗм, ҫемьепе ҫывӑх ҫынсемшӗн тавӑрма ҫук ҫухатусем.
– Кӗркуннепе хӗлле ҫул ҫинчи инкексем ӳсни нумайăшӗ мӗнрен килет?
– Кӗрхи-хӗллехи тапхӑр пуҫлансан ҫутӑ кун кӗскелет, ҫуран ҫӳрекенсен юхăмӗн чылай пайӗ ӗнтрӗкпе тӗттӗм вӑхӑта лекет. Ачасем шкултан таврӑнаҫҫӗ, ҫынсем – ӗҫрен. Ҫавӑнпа ҫуран ҫӳрекенсене пурне те аса илтеретӗп: ачасенчен пуҫласа аслисем таранах ҫутта тавăракан элементсемпе обязательнӑй майпа усӑ курмалла. Ҫутта тавăракан элементсем ҫуран ҫын вилес хӑрушлӑха 70% яхӑн, пӗтӗмӗшле вара ҫапса хăварас хӑрушлӑха – 65-85 % чакараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех, халӗ аэрозольлӗ ҫутта тавăракансем те пур, вӗсен спрейӗсем тумтире пӑсмаҫҫӗ.
Водительсене уйрӑммӑн чӗнсе калатӑп. Кӗркунне тӗтре, ҫумӑр тата ир тӗттӗмленнипе курӑнаслӑх япӑхланать. Йӗпе е кӑшт пӑрланнӑ асфальт ҫинче тормоз ҫулӗ самай ӳсет. Ҫуран каҫмалли вырӑнсенче хӑвӑртлӑха малтанах чакарма ыйтатӑп.
Ҫуран ҫӳрекенсем, çавăн пекех, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене асра тытни те пӗлтерӗшлӗ. Ҫул урлă палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ каçмалла.
Паллах, Ҫӗпрел районӗн патшалӑх автоинспекцийӗ ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнассине контрольте тытӗ, ҫуран каҫмалли ҫулсемпе хӑвӑртлӑх режимӗ ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑрӗ. Анчах хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп гарантийӗ – ҫул-йӗр юхăмӗнче хутшăнакан ҫынсен пӗр-пӗринпе тимлӗ пуласси тăрать. Пирӗн ҫулсем хӑрушсӑр пулччӑр!
– Калаҫăвăршăн тавтапуҫ!
Нет комментариев