Ветеран паян та хастар
Тӗп хыпар

Ветеран паян та хастар

Кӗçӗн Упи ялӗн тыл ӗҫченӗ 97 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ

Тыл ӗҫченне  Николай Дмитриевич Наумова çак паллă кунпа Ҫӗпрел район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин саламларӗҫ. 

Хӑнасем Николай Дмитриевича Раҫҫей Президенчӗн В.В.Путинăн саламлӑ çырăвне тата район пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑнмалӑх парне пачӗҫ, ӑна ырлăх-сывлӑх сунчӗҫ. Николай Дмитриевич хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, ӑшӑ саламсемшӗн тав турӗ.

Николай Дмитриевич 1929 ҫулхи июлӗн 27-мӗшӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл ҫемьере иккӗмӗш ача пулнӑ. Кӗçӗн Упи пуҫламӑш шкулӗнче вӗреннӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ вăхăтра Николай 12 ҫулта пулнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл малалла вӗренеймен. Вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче  унӑн аслисемпе пӗрле хирте ӗҫлеме, лашасемпе пӑрусен кӗтӗвӗсене кӗтме, ҫуркунне уй-хире лашасемпе сухалама, акма тивнӗ...

Николай Дмитриевич, 1950 ҫултан пуҫласа 1954 ҫулччен, тӑватӑ çул хушши çар тивӗçне пурнăçлать. Çартан демобилизациленнӗ хыҫҫӑн, 1955 ҫулта, Клавдия Ивановнапа çемье çавăрать, вӗсем 43 ҫул пӗрле килӗштерсе пурӑнаççӗ, шел те, мăшăрӗ пурнăçран уйрăлса кайнăранпа çулсем пайтах иртнӗ. Николай Дмитриевич 1957-1989 ҫулсенче, тивӗçлӗ канăва  тухичченех, Упири участок больницин хуҫалӑх заведующийӗ пулса ӗҫлет. Юбилей медалӗсемпе чысланать.

Мăшăрӗпе пӗрле вӗсем пилӗк ача ҫуратса ӳстереççӗ, пурне те тивӗҫлӗ пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаççӗ.
Николай Дмитриевичӑн ачисем те пурте ҫемье ҫавӑрнӑ ӗнтӗ, ашшӗпе амӑшне мӑнуксем парнеленӗ. Тыл ӗçченӗн паян ҫемйи пысӑк, мӑнукӗсем, кӗçӗн мӑнукӗсем пур...

Николай Дмитриевич тӑван ялӗнче, хӑйӗн килӗнче ывӑлӗпе Геннадийпе тата кинӗпе Алевтинапа пурӑнать.

Николай Дмитриевич паян та питӗ хастар, хӑнасене те вӑл пӳрт умӗнчех кӗтсе илчӗ. Николай Дмитриевича ҫирӗп сывлӑх сунатпӑр, малашне те унӑн пурнăçа юратасси тата оптимизмӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, ҫывӑх ҫыннисем вара, ӑна тимлӗхпе савӑнтарччӑр.

 


Нет комментариев