Ваттисен çуртӗнче
Ваттисен çурчӗ, тесенех, чуна темле сивӗ тыткăнлать
Куҫ умне тӗксӗм, тӗттӗмлӗх сӗмӗсемпе тулнӑ здани килсе тухать. Анчах та Пӑва хулинчи ваттисен интернат-ҫуртӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн, çакă чӑнлӑхпа килӗшсе тӑманнине куратӑн.
Унта пирӗн районти 18 мӑн ҫынна та пӑхаҫҫӗ. Ҫулталӑк тӑршшӗпе вӗсен пурнӑҫӗ, сывлăхӗ çинчен пӗлсе тăраççӗ. Ватӑсен декади шайӗнче йӗркелекен тӗлпулусем те уйрӑмах ӑшшӑн иртеҫҫӗ.
Кӑҫал та ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хӑйсен ял ҫыннисене ҫитсе курчӗҫ, вӗсене уявпа саламларӗҫ. Интернатра пурӑнакан 18 мӑн ҫын Кивӗ Çӗпрел, Кивӗ Шемӗршел, Çӗнӗ Йӗлмел, Шланка, Марс, Кӗçӗн Чăнлă, Кивӗ Кахăрлă, Алешкин-Саплӑк, Матак, Упи, Звезда, Анат Чакă, Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗсенчен. Унсӑр пуҫне Теччӗ, Кайпӑҫ, Нурлат районӗсенчи ваттисен ҫуртӗнче те Çӗпрел районӗн ултӑ çынни пурӑнать. Вӗсенчен пӗри — Хулаçырминчен.
Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Рамиль Низамов кинемейсемпе мучисене уяв ячӗпе саламларӗ, вӗсене сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, çӗкленӳллӗ кăмăл-туйăм сунчӗ.
Ҫӗпрелӗн аслă çулсенчи çыннисене кучченеҫсем те пачӗҫ. Кучченеҫсемсӗр пуҫне, «Тăваньел пахчисем» хуҫалӑхăн ертӳҫи Альфред Хайруллин панулми, улма-ҫырла продукцийӗ те хатӗрлесе янăччӗ.
Интернатра нумай çул пурăнакансенчен пӗри — Тутар Шатăршан ялӗнчи Загид Абитов. Вӑл кунта 2011 ҫулта килнӗ. Ҫавӑн пекех, Чӑваш Шемӗршел ялӗнчен Фарит Ахметовпа Ильмет-Чаткас ялӗнчи Гульбану Садыкова 2019 ҫултанпа интернатра пурӑнаҫҫӗ.
Ваттисен ҫурчӗсене лекнин сӑлтавӗсем тӗрлӗрен: хăшӗ-пӗри пӗччен тӑрса юлнӑ, хӑшне больницӑран илсе килнӗ, ачисем пулнисем те, ҫемйисене шăнăçманнисем те пур. Вӑй-хал енчен хавшак ҫынсем те сахал мар.
Интернат-ҫурт директорӗ Разина Хисамутдинова каланӑ тӑрӑх, ватӑсем валли учрежденире хӑтлӑ условисем туса панӑ. Вӗсем кунне пилӗк хутчен апатланаҫҫӗ, питӗ хастар, пур мероприятие те хутшӑнаҫҫӗ.
— Пирӗн пурӗ 120 ҫын, вӗсенчен 40-шӗ — выртса кăна тăракансем. Реабилитаци, операци кирлӗ пулнă ҫынсем те нумай. Нумайăшӗ сывлӑхне кунта килсен ҫирӗплетет, операци тутарать. Правительство, ырӑ ҫынсем питӗ пулӑшаҫҫӗ. Тӗн енӗпе те вуламалли пӳлӗмсем пур: мусульмансем, христиансем валли те, эрнере пӗрре тӗн представителӗсем килеҫҫӗ. Эпир хупӑ учреждени мар. Ватӑсем урама тухса çӳреççӗ, лаккасене каяççӗ, япаласем туянаҫҫӗ тата ытти те, паллах, кашнин хӑйӗн çемйи пулсан аван, анчах, шел те, ваттисен ҫурчӗсен кирлӗлӗхӗ хальлӗхе пур çав-ха, — тет Разина Хисамутдинова.
Интернат ӗҫченӗсем аслисене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ пек пăхаççӗ. Вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханаççӗ, савӑнаççӗ. Ҫавӑнпа аслисем вӗсене чунтанах тав тӑваҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Чукал ялӗнчи Камария Тапкина:
— Эпӗ кунта 2022 ҫултанпа пурӑнатӑп. Питӗ килӗшет, хӗрсем тӑрӑшаҫҫӗ, тавах вӗсене пуриншӗн те. Эпир хамӑра килти пекех туятпӑр, мӗнпур условисем те пур.
Василий Соснов, Кивӗ Йӗлмел ялӗ:
— Эпӗ ку ҫурта нумай пулмасть ҫеҫ килтӗм. Хальлӗхе питех хӑнӑхман-ха. Кунта пурте лайӑх пулсан та, эпӗ килшӗн тунсӑхлатӑп. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн лӑпланасса шанатӑп.
Аслă çулсенчисемпе тӗлпулу ӑшшӑн иртрӗ. «Эсир тата хӑҫан килетӗр? Эпир сире кӗтетпӗр», — тесе ăсатса ячӗç...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев