Ҫурхи ейӗве хатӗрленесси
Кӑҫал хӗлле уйрăмах юр нумай çурӗ
Ҫурхи шыв – ҫутҫанталӑкăн ҫулсерен пулакан пулӑмӗ. Юр ирӗлсен, юханшывсемпе кӳлӗсем тулса кайсан шыв илес хăрушлăх ӳсет. Ҫак тапхӑр валли асӑрхану мерисене малтанах йышӑнни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
Синоптиксем палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра ҫурхи ейӳ яланах март вӗҫӗнче – апрель уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пуҫланать те апрель уйăхӗн варриччен тӑсӑлать. Ҫак вӑхӑтра сывлӑш температури ӳсет, юр хӑвӑрт ирӗлет, çӗр вара, шыва пӗтӗмпех ҫӑтса ӗлкӗреймест. Ҫавӑнпа шыв юханшывсене, лапам вырăнсене юхать.
Пушар надзорӗн тата чрезвычайлӑ лару-тӑру служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче ҫурхи ейӳпе ҫыхӑннӑ кӑткӑс лару-тӑру пулассине палӑртмаҫҫӗ. Районти ялсем, автомобиль ҫулӗсем, кӗперсем, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсем шыв илме пултаракан зонӑсене лекмеҫҫӗ. Çапах та асăрханни кирлех.
2026 ҫулхи ҫурхи шыв-шур хӑрушлӑхсӑр иртессине тивӗҫтерес тӗллевпе районта тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫак кунсенче ҫурхи ейӗве хатӗрленес ыйтупа анлӑ лару иртрӗ, команда-штаб вӗренӗвӗсем ирттерчӗҫ, пулӑшу системин юсавлӑхне тӗрӗслерӗҫ.
Унсӑр пуҫне ҫурхи ейӗве куллен тӗрӗслеҫҫӗ, ҫак тапхӑрта техника пулӑшӑвӗ пама явӑҫтаракан предприятисемпе организацисен тата учрежденисен хатӗрлӗхне координацилеççӗ. Шыв юхакан канавсене, шыв пӑрӑхӗсене, кӗперсене юртан, ҫӳп-ҫапран тасатаҫҫӗ.
Шыв илес хӑрушлӑха пултарас марришӗн районта пурӑнакансен те сӳрӗк пулмалла мар. Харпӑр хуçалăхсене шыв юхакан канавсем чавма, кил-çурт таврашӗнчи территорийӗсене тасатма сӗнеҫҫӗ.
Специалистсем ҫурхи пӑр çинче çӳрени хӑрушă пулни пирки те асӑрхаттараҫҫӗ. Юханшывсем урлӑ каҫма, чӑнкӑ ҫыран хӗрринче тӑма, ҫыран хӗрринчен пӑр татӑкӗсене чышса яма, юханшывсенче е шыв-шурсенче тарӑнӑшне виҫме юрамасть. Ҫурхи шыв-шур инкек-синкексӗр ирттӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев