«Урра, яла!»:Çакăн пек ятпа районта лагерь ӗçлет
Ачасен канăвӗ — 2025
Ҫакӑн пек проект кӑҫал ҫулла ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан, хуларан яла хӑнана килнӗ 6-17 ҫулсенчи ачасемпе ҫул çитменнисене пӗрле пуçтарчӗ.
Пилӗк кун таран ачасем ял профессийӗсемпе, юрӑсемпе, ташӑсемпе, наци йӑли-йӗркипе, халӑх вӑййисемпе, тăван ен историйӗпе паллашаҫҫӗ, паллӑ ҫынсемпе тӗл пулаççӗ. Лагерьсем Анат Хураката, Кӗҫӗн Чăнлă тата Аслӑ Аксу ялӗсенче вырнаçрӗç.
«Урра, яла!» ҫӗнӗ форматпа лагере Тутарстан Республикин Раисӗ ҫумӗнчи Тутар чӗлхине тата республикӑри халӑхсен представителӗсен тӑван чӗлхисене упраса хӑварас тата аталантарас ыйтусемпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Марат Ахметов пуҫарнипе «Малтисен юхӑмӗ» ачасемпе ҫамрӑксен обществӑпа патшалӑх юхӑмӗн Тутарстан Республикин регионти уйрӑмӗпе пӗрле йӗркелеҫҫӗ.
— Лагерьте иртекен мероприятисем ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван чӗлхене ҫывӑхлатас, йӑла-йӗркесене, наци йӑлисене аса илтерес, ял пурнӑҫӗпе паллаштарас тӗллевпе иртеççӗ. Виҫӗ ялта вырнаҫтарнӑ лагерьсене 20 яхӑн заявка кӗчӗ. Лагерь вӑхӑтӗнче нумай ӗҫ пурнӑҫлассине шута илнӗ. Вӗсем пурте пирӗн наципе ҫыхӑннӑ уявсене, йӑла—йӗркене сӑнлаҫҫӗ, — тесе хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерчӗ район пуҫлӑхӗн канашҫи, «Малтисен юхӑмӗн» вырӑнти уйрӑмӗн тӗп специалисчӗ Раниля Алиуллова.
Çак проект ачасене тăван чӗлхепе калаҫма май парать. Ачасене ял пурнӑҫӗпе паллаштарни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Иртнӗ эрнере Анат Хураката тата Кӗçӗн Чăнлă ялӗсенче йӗркеленӗ проектӑн кульминаци пăнчи, Сабантуй уявӗ пулчӗ. Çак мероприяти Анат Хураката ялӗнче иртрӗ.
Ҫак кун ачасене наци вӑййисемпе паллаштарчӗҫ, пысăк хуранта плов хатӗрлерӗҫ, уйрӑмах хастар хутшӑнакансене парнесем — Тав ҫырӑвӗсем пачӗҫ.
Эрне тăршшӗпех иртнӗ лагерӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов паллашса çӳрерӗç.
— Наци йӑли-йӗркине, традицийӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварни питӗ паха. Ҫак проектӑн тӗп шухӑшӗ те ҫакӑнта. Ачасем яла таврӑнсан тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, пирӗн культурӑпа паллашаҫҫӗ, проект шайӗнче ҫак воспитани меслечӗсене ҫирӗплетеҫҫӗ, ачасен чун-чӗрисене никӗс хывăнать, — тесе пӗлтерчӗ лагере хупмалли мероприятире Айрат Залялов.
Ҫак проектпа лагере ҫӳрекен ачасен ашшӗ-амӑшӗ те кӑмӑллӑ.
— Питӗ килӗшрӗ. Ачасем те савӑнса çӳрерӗç. Ҫӗнӗ туссем тупрӗç, калаҫрӗç, чи кирли вара — атте-аннесен, асатте-асаннесен еткерлӗхне пӗлчӗç, — тет Ульяновск хулинчен яла канма килнӗ ачисене лагере илсе ҫӳрекен Алсу Ракипова.
Римма Хисамутдинова, Анат Хураката ялӗ:
— Ҫак проект пирӗн чӗресенче тарӑн йӗр хӑварчӗ. Эпир шутласа тупакансене те, организаторсене те тав тӑватпӑр. Кӑмӑллӑ та усӑллӑ кану пулчӗ.
Малалла тăсса
«Урра, яла!» проекта Аслӑ Аксу ялӗнче малалла тӑсӗҫ. Кунта июлӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа пилӗк кун хушши ачасем чӑваш халӑхӗн наци эткерлӗхне, йӑли-йӗркине вӗренӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев