Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Улталаççӗ!

Хăрушсăрлăх

Тутарстанра интернет урлӑ ултавçăсен ҫӗнӗ схеми сарӑлма пуҫларӗ.

Преступниксем мессенджерсемпе тӗрлӗ интернет ушкӑнӗсенче бензин тата ытти ҫунтармалли-сӗрмелли материалсене йӳнӗ хакпа сутни пирки пӗлтерӳсем вырнаҫтараҫҫӗ. Кун пирки ТР Шалти ӗçсен министерствин Уголовнăй шырав управленийӗн мошенничество факчӗсене тупса палӑртакан уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ ӗҫсемпе ӗҫлекен оперуполномоченнӑйӗ Радис Юсупов пӗлтерет.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем топливӑна 100-150 тенкӗпе сутатпăр тесе шантараççӗ. Туянакансенчен малтанах укҫа куҫарма ыйтаҫҫӗ, бензина киле ҫитерсе пама, хушма тӳлевсӗр канистр пама шантараҫҫӗ.

Укҫа илнӗ хыҫҫӑн, аферистсем ҫыхӑнӑва тухма пӑрахаççӗ. Ҫавна пула ҫынсем укҫасӑр та, бензинсӑр та тăрса юлаҫҫӗ.
Унсӑр пуҫне, полици интернет урлӑ автомобильсем сутассипе ҫыхӑннӑ ултав тӗслӗхӗсем пирки те асӑрхаттарать. Преступниксем суя сайтсем, социаллӑ сетьсенче тата мессенджерсенче ушкӑнсем йӗркелесе, ют çӗршывсенчен автомобильсем кӳрессипе интересленекен компанисем  пек пулаççӗ. Чылай чухне кӑнтӑр Корейӑран, Китайран тата Беларусирен машина илсе килме шантараҫҫӗ.

Ҫакӑн пек тӗслӗхсенчен пӗринче Набережные Челны хулинче пурӑнакан ҫын мошенниксене ӗненсе, 1,2 миллион тенкӗ укçине ҫухатнӑ.

 


*   *   *


Юлашки вӑхӑтра Социаллӑ фонд ячӗпе республикӑра пурӑнакансене шӑнкӑравланисем йышлăланчӗҫ.

Мошенниксем пенсионерсен телефонӗсен номерӗсемпе шӑнкӑравлаҫҫӗ, гражданина хушамачӗ страховани стажӗ ҫитмен ҫынсен списокӗнче пур тесе улталаççӗ, ультимативлӑ майпа клиент службине ҫырӑнма сӗнеҫҫӗ. Кун пек чухне вӗсем калаҫу ҫырăнса пыма тивӗçлӗ, ку ыйтупа йышӑну талонӗ памаҫҫӗ тесе шантараççӗ. Харпӑр даннӑйсене пама килӗшмесен, хирӗҫ пенсисӗр хӑварассипе хӑратаççӗ.

Социаллă фонд ӗҫченӗсем нихӑҫан та телефонпа шӑнкӑравласа кӗсье телефонӗн номерӗсене, паспорт даннӑйӗсене, СНИЛС е СМС кодӗсене ыйтмаҫҫӗ. Пенси тӳлевӗпе тата страховани стажӗпе ҫыхӑннӑ пур ыйтӑва та пенсионер документсемпе клиент службине кайсан ҫеҫ татса параҫҫӗ. Васкавлӑ тӗпчесе пӗлмелли хушаматсен нимӗнле «списокӗ» те ҫук.

Хисеплӗ район çыннисем! Паллӑ мар ҫынсем шӑнкӑравлаҫҫӗ пулсан вӗсемпе ан калаҫӑр, харпӑр даннӑйсене ан пӗлтерӗр, асӑннӑ номерсемпе каялла ан шӑнкӑравлӑр. Иккӗленӳллӗ шӑнкӑравланисем пулсан калаҫма чарăнмалла, полици участокне каймалла.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев