Ултӑ ача, колхоз тата тулли пӗр тапхӑр
Паян ялăн хисеплӗ çынни ачисемпе мӑнуксен тимлӗхӗнче пурăнать.
Кӗҫӗн Упи ялӗнче пурӑнакан Раиса Михайловна Цыфаркинана 90 çулхи юбилей ячӗпе Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Ярухин тата Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Ярухин саламларӗҫ. Вӗсем Раиса Михайловнана ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлӑ ҫырăвне тата парне пачӗҫ.
Раиса Михайлона 1935 ҫулхи июнӗн 15-мӗшӗнче Михаилпа Мария Ислановсен ҫемйинче, Кӗçӗн Упи ялӗнче ҫут тӗнчене килет. 1941 ҫулта вӑрҫӑ пуҫланать. Ашшӗ фронта тухса каять, 1942 ҫулта вăл вилни çинчен хура хут килет. Килти мӗнпур ӗç ачасем ҫине тиенет: пахчаҫимӗҫ ӳстересси, выльӑх-чӗрлӗх пăхасси, вутӑ хатӗрлесси.
Ҫав вӑхӑтра Раиса ултӑ ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Раиса йӑмӑкӗсемпе колхозра ӗҫленӗ, килте те амăшне пулӑшмалла пулнӑ. Ӗҫ кунӗ ир пуҫланать те каçпа вӗҫленет. Лозунг пуриншӗн те пӗр пулнă ун чухне: «Пурте фронт валли, пурте — Çӗнтерӳшӗн!».
— Пурнӑҫ пирӗншӗн йывӑр пулчӗ. Выҫлăхӗ те, нуши те пайтахчӗ. Пучахсем пухаттăмӑр, эпир пӗр пӗрчине те хамăр валли илме пултарайман. Ҫӗрӗк ҫӗрулми, тӗрлӗ курăк ҫиме тӳрӗ килчӗ. Ӗмӗтӗмӗр те çаплаччӗ, тӑраниччен хура ҫӑкӑр ҫиессиччӗ. Мӗншӗн тесен, нумай чухне килте пӗр татӑк ҫӑкӑр та пулмастчӗ. Мӗнле тӳссе ирттернӗ çак выçлăха, йывăрлăхсене, шухӑшлама та хӑрушӑ, — тет Раиса Михайловна çав йывăр çулсене аса илсе.
Раиса Михайловна 18 ҫул тултарсан Киров хулине, каярахпа Челябинск хулинчи кирпӗч заводне ӗçлеме каять. Ӗҫрен хӑраман, ӗҫленӗ, амӑшӗпе йӑмӑкӗсене пулӑшнӑ.
25 ҫулта шӑпи ӑна пулас мăшăрӗпе — Дементий Иванович Цыфаркинпа тӗл пултараь. Ҫамрӑк мӑшӑр ялта тӗпленсе юлать, ял хуҫалӑхне çӗклет. Вӗсен пӗр ывӑлпа пилӗк хӗр ҫут тӗнчене килет. Нумай ачаллӑ амӑшӗ колхозра ӗҫлет. Раиса Михайловнан Амӑшӗн медалӗ те пур. Цыфаркинсен ачисем пурте тирпейлӗ, пӗлӳллӗ пулса ӳснӗ. Цыфаркинсем — ялта хисеплӗ çемьесенчен пӗри.
Паян ялăн хисеплӗ çынни ачисемпе мӑнуксен тимлӗхӗнче пурăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев