Ҫул йӑнӑшсене каҫармасть
Актуаллă калаçу
2025 ҫулта район территорийӗнче 12 ҫул-йӗр-транспорт
аварине шута илнӗ
Раҫҫей Шалти ӗçсен уйрăмӗн Çӗпрел районӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗпе, полици майорӗпе Анатолий Михайловпа республика, район ҫулӗсем çинчи лару-тӑрӑва тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермелли мерӑсем çинчен калаçрӑмӑр.
– Анатолий Николаевич, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе 2025 ҫул мӗнле йӗрсем хӑварчӗ?
– 2025 ҫул хушшинче район территорийӗнче 12 ҫул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртрӗ, вӗсенче 3 ҫыннăн пурнăçӗ татăлчӗ, 11-шӗ тӗрлӗ шайри суран илчӗ, ҫав шутра ҫул ҫитмен 1 ача сиен курчӗ. 2024 ҫулхипе танлаштарсан, çул-йӗр транспорт аварийӗсен шучӗ 4 факта, вилнисен шучӗ – 2-рен 3 таран ӳсрӗ, сиен курнисен шучӗ 2024 ҫул шайӗнче юлчӗ. Районта «Пурнӑҫ валли инфратытӑм» наци проекчӗн тӗллевлӗ кӑтартӑвӗ ӳсмерӗ.
– Ҫул ҫинче мӗнле закон йӗркине пӑсни час-часах палăрать?
– 2025 ҫулхи ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсен тӗп тӗсӗсем – хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухни, ҫул ҫинчен транспорт анса кайни, ҫул ҫинчи чикӗлев хатӗрне пырса ҫапӑнни, эрех ӗҫсе руль умне ларни. Аварисенчен ытларахӑшӗ тунтикуна, эрнекуна, шӑматкуна тата вырсарникуна тӳрӗ килеççӗ. Ҫавна май, эпир максималлă шайра ҫул ҫинче ҫак кунсенче экипажсем лартассине шута илетпӗр, «Тоннель», «Хирӗҫ полоса» профилактикӑлла рейдсем ирттерессине тата ыттине те пӑхса хӑваратпӑр.
– 2025 ҫулта эрех ӗҫсе, транспортпа çӳренӗшӗн, миçе ҫынна тытса чарнӑ? Вӗсене мӗнле наказани панӑ?
– 2025 ҫулта ӳсӗрле транспорт хатӗрӗпе çӳренӗшӗн 53 факт палăрнă, 2024 ҫулхинчен 9 факт нумайрах. Ӳсӗрле автотранспортпа çӳренӗшӗн наказани питӗ хаяр. Çавна май, ӳсӗр пуçпа руль умне ларнăшăн 45 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ, 1,5 – 2 çула водитель прависӗр хăвараççӗ. 2025 ҫулта республикӑра мототранспортниксен айӑпӗпе аварисен шучӗ ӳсни палӑрчӗ. Иртнӗ çул Кивӗ Ҫӗпрел – Тутар Шатăршан автоҫулӗ ҫинче ӳсӗр пуçпа мотоцикл çине ларса, хирӗҫ ҫул ҫине тухнӑ район çынни автомобильпе ҫапӑнать, инкек пулнӑ вырӑнтах вилсе каять. Районти ҫулсем çинче те мопедпа, скутерпа ҫӳрекенсем сахал мар. Ку енӗпе те комплекслӑ ӗҫ малалла тӑсăлӗ.
– Ачасем хутшăннипе пулнă çул-йӗр-транспорт аварийӗсен енӗпе статистика мӗнлерех?
– Шел те, цифрӑсем савӑнтармаҫҫӗ. Иртнӗ çул Тутарстанра ачасем хутшӑннипе 465 авари пулнӑ, 15шӗ вилнӗ, 497шӗ сиен курнӑ. Районта та çакăн пек çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртрӗ, унта 1 ача сиен курчӗ. Статистика тӑрӑх, ҫуран ҫӳрекен ача хутшӑннипе кашни виҫҫӗмӗш çул-йӗр-транспорт аварийӗунӑн асӑрханусӑрлӑхӗнчен килсе тухать, сӑлтавӗ – ача ҫул ҫинче ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫӳрени е ҫул-йӗр правилисене пӗлменни. Ҫавӑнпа та ашшӗ-амӑшӗсене ачисемпе ҫул-йӗр правилисем пирки калаҫма ыйтатӑп. Автоинспекторсем те, ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн специалисчӗсем те ҫавна май тӗрлӗ мероприяти ирттеретпӗр. Ача сачӗсенче, вӗренӳ учрежденийӗсенче тӗрлӗ калаҫу, тематика занятийӗсем иртеҫҫӗ. Ачасен хутшӑннипе ҫул-йӗр юхӑмӗн ҫамрӑк инспекторӗсемпе (ЮИД) пӗрле урамсенче тӗрлӗ акци иртет. Ҫапах та, чи малтанхи черетре – çакă ашшӗ-амӑшӗн яваплӑхӗ пулса тăрать.
– Районти ҫулсем çинчи аварисене чакарассишӗн мӗнле мерӑсем йышӑнаҫҫӗ, хӑрушсӑрлӑха мӗнле тӗрӗслеҫҫӗ?
– Автоинспекторсем ҫул ҫинче ялан дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Ҫул-йӗр правилисене пӑсакансем, хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхăнманнисем, ҫуран ҫӳрекенсем тӗлӗшпе пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Эпир ял урлă иртекен регионти пӗлтерӗшлӗ ҫулсен лаптӑкӗсене те тӗрӗслетпӗр, ҫитменлӗхсене тупса палӑртатпӑр. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ – кулленхи ӗҫ, пӗр-пӗрне хисеплени тата йӗрке. Ҫӗпрелсенчен ҫул ҫинче тимлӗ пулма, ҫул-йӗр правилисене ҫирӗп пӑхӑнма ыйтатпӑр. Ҫул йӑнӑшсене каҫармасть, çакна манар мар!
– Тавтапуҫ калаҫушӑн!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев