Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Уява Анат Чакă çыннисем 2014 ҫултанпа ирттереҫҫӗ

Анат Чакăра «Тӑван ен кунӗ»

Тӑван енӗн уявӗ иртекен лаптăкра иртенпех музыка янӑрарӗ, хӑнасене вокалпа ташӑ ансамблӗсем кӗтсе илчӗç. 

Уява Анат Чакă ял тӑрӑхӗнче 2014 ҫултанпа палăртса ирттереççӗ. Мероприятие ял хӗрринче, илемлӗ вырӑнта йӗркелеҫҫӗ. Юнашарах вӑрман, вӗҫӗ-хӗррисӗр уй-хирсем.

Анат Чакă ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Ульяновск облаҫӗнчен представительсем килнӗччӗ. 

— Паян пысӑк уяв — Тӑван ен кунӗ, Ял кунӗ. Ҫынсем хӑйсен йӑлисене, уявӗсене пӗлеҫҫӗ пулсан, ял та пурӑнӗ, — терӗ Рустам Мухаметзянов.
Ҫавӑн пекех вӑл ҫак уява ирттерме пысӑк пулӑшу панисене пурне те тав турӗ, район пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗсене пачӗ. 

Ҫак ҫул — Тӑван çӗршывшӑн тӗрлӗ историллӗ тапхӑрта кӗрешнӗ мӗнпур ҫынна, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри геройсене — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар ҫыннисене чысламалли ҫул. Уява Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Николай Хмелева, Сергей Сергеева, воин-интернационалистсене Петр Арсентьева, Владимир Солдатова, Юрий Кузьмина, Петр Митаева, Чечня вӑрҫине хутшӑннӑ Олег Табартова, Олег Токмакова, Василий Дубанова, Петр Дубанова, Роберт Нуруллина, Анатолий Хохлова, Павел Иванова, Владимир Елизарова йыхравланăччӗ. Сцена ҫинче вӗсене пурне те парнесем пачӗҫ.

Ҫавӑн пекех Анат Чакă ял тӑрӑхӗнчен ятарлă çар операцине — мобилизациленнӗ каччăсен ашшӗ-амӑшӗсене, тӑванӗсене тав сӑмахӗ пӗлтерчӗç, парнесем, чечексем пачӗç.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Артем Солдатов уяв ячӗпе саламларӗ, спонсорсене Хисеп хучӗсемпе чысларӗ.
Анат Чакă ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене, çавӑн пекех, Кивӗ Чакă ялӗнчи Михаил Архангел храмӗн настоятелӗ

Протоиерей Олег, Анат Чакă ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Николай Кузьмин тата ыттисем те саламларӗҫ.

Парнесем парса чысланă хыҫҫӑн спорт ӑмӑртӑвӗсем, вӑйӑсем пуҫланчӗҫ. Кире пуканӗсем ҫӗклесси тата ытти нумай спорт ӑмӑртӑвӗсем пек вăйăсенче халăх вӑй-халпа правурлăх кӑтартрӗ. Тӗрлӗ суту-илӳ речӗсем йӗркеленӗччӗ. Ачасем савӑнсах батутсем ҫинче сикрӗç, йӑпанчӗç, пылак çимӗçпе сăйланчӗç. Ҫав кун Олег аттен музейӗн куравӗ те ӗҫлерӗ. Уяв вӑхӑтӗнче, çавăн пекех, ГТО мобильлӗ площадкине те йӗркеленӗччӗ. 

Ялăн историйӗ

Анат Чакă — Тутар Республикин Ҫӗпрел районӗнчи Анат Чакă ял тӑрӑхӗн йышне кӗнӗ ял. Анат Чакă ял тӑрӑхӗн йышне ҫавӑн пекех Тури Чакă, Кивӗ Чакă, Тутар Шатăршан тата Кӗҫӗн Аксу ялӗсем кӗреҫҫӗ. Ку ялсенче ытларах тутарсемпе чӑвашсем пурӑнаҫҫӗ.
Ял 1647 ҫултанпа паллӑ. 18-19-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑнакансем патшалӑх хресченӗсен категорийӗ пулса тăнă. Вӗсен тӗп ӗҫӗ — ҫӗр ӗҫӗ, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси пулнă. Ялта 3 мечӗт, медресе, арман ӗҫленӗ. 1930 ҫулта «Горняк» колхоз йӗркеленнӗ. Паянхи кун Анат Чакă ял тăрăхӗнче «АгроТрансПорт», «Атӑл ҫи цеоличӗ» обществӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Паллӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем:

М. К. Абульханов — монтажниксен бригадирӗ, Ӗҫ Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерӗ.
Х. М. Атласов — историк, педагог, тӗнпе общество деятелӗ, II Патшалăх Думин депутачӗ.
Р. З. Ильясов — юрӑҫӑ, ТАССР тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗ, ТАССР халӑх артисчӗ.
И. Х. Харисов — ученӑй-математик, физикӑпа математика наукисен кандидачӗ, профессор.
Ялпа юнашар Кивӗ Ҫӗпрел — Анат Чакă — Тутар Шатăршан автомобиль çулӗ иртет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев