Уяв мероприятийӗсем
Ӗнер. Паян. Ыран
Аслӑ Ҫӗнтерӳ 81 ҫул тултарнӑ ятпа районта торжествăлла мероприятисем иртӗҫ.
Майăн 8-мӗшӗнче уяв мероприятийӗсене ял тӑрӑхӗсенче йӗркелӗҫ.
Майăн 9-мӗшӗнче 10.00 сехетре мероприятисем район центрӗнчи Ӗç тата Мухтав мануменчӗ, Ӗмӗр сӳнми вут умӗнче митингпа пуҫланӗҫ, ун хыҫҫӑн тӗп урампа Ҫӗнтерӳ парачӗ иртӗ.
Пӗтӗм тӗнчери «Вилӗмсӗр полк» акцие кӑҫал районта онлайн-форматпа йӗркелӗç. Вӑрҫа хутшӑннӑ ентешӗмӗрсен сӑн ӳкерчӗкӗсене ятарлӑ стенд ҫине вырнаҫтарӗҫ.
Тӗп культура мероприятийӗсем вара, «Чупрэле» паркӗнче иртӗҫ. Кунта пысӑк концерт программи кӑтартӗҫ. Çаплах, районта пурӑнакансемпе хӑнасем валли музей тата архив пайӗ хатӗрленӗ пуян содержаниллӗ курав уҫӑлӗ. Ҫавӑн пекех, ҫар юхăмӗн ветеранӗсен организацийӗн ертӳçин Виктор Петуховӑн килти музей-куравӗпе те паллашма пулӗ. Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ уява хутшӑнакансене хирти кухньӑпа сăйлӗ.
Уяв каҫхи вӑхӑтра та «Чупрэле» паркӗнче малалла тӑсӑлӗ. «Ҫӗнтерӳ вальсӗ» тата уяв концерчӗ йӗркелӗҫ.
Кусемсӗр пуҫне, Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаровăн тыл ӗҫченӗсемпе тата ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе тӗл пулăвӗсене ирттерессине те плана кӗртнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев