Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Уяв ячӗпе!

Хисеплӗ Çӗпрел ҫыннисем, паттăр та, хастар чӗреллӗ каччăсемпе арҫынсем!

Февралӗн 23-мӗшӗнче Раҫҫей Çар мухтавӗн кунӗсенчен пӗрне — Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак паллă кун эпир унчченхи тапхӑрти геройсене, çавăн пекех, хальхи вӑхӑтри геройсене аса илетпӗр. Ҫак уяв кашни ӑрушӑн паттăрлăх тата чыслӑх символӗ пулса тӑрать. Уйрӑмах чăтăмлăх, Тӑван çӗршыва юратни Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин йывӑр ҫулӗсенче уҫҫӑн палӑрса тӑнӑ. Хăйсен интернационаллӑ тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ тата паян ҫӗршыв территорийӗн пӗр пӗтӗмлӗхне сыхлакан салтаксен ӑрӑвӗ ветерансен тивӗҫлӗ ылмаштараканӗ пулса тӑчӗ.

Эпир Çӗпрел ҫыннисем Тӑван çӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ ентешсен паттӑрла ӗҫӗсене мухтаса, асра тытнине лайăх пӗлетпӗр. Хальхи вăхăтра Тӑван ҫӗршывшӑн служить тăвассин лайӑх традицийӗсене тивӗҫлипе пурнӑҫласа малалла тăсакансене, патриотизм, присягăна парӑнни, ҫар тивӗҫӗпе ҫар тӑванлӑхӗ пек ӑнланусене пуринчен те ҫӳлерех хӳракан ҫынсене хисеплетпӗр. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан каччăсене сывлӑх тата вӗсен çывăх çыннисене сапăрлăх сунатӑп. Паттӑр ывӑлсем пӑхса ӳстернӗшӗн салтаксен амӑшӗсене чунтан тав тӑватӑп.

Уяв ячӗпе саламласа кашни ҫемьене ырлӑх, телей, тӑнӑҫлӑх, ветерансене сывлӑх тата вӑрӑм ӗмӗр, салтаксемпе офицерсене ӑнӑҫлӑ служба сунатӑп. Хӑюллӑ та хастар тата паттăр ҫынсен уявӗ яланах савӑнӑҫ кăна кӳтӗр! Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотизм туйăмӗпе воспитани парар! Тӑван ҫӗршыв пӗрре кăнпа, ӑна юратар, упрар!

Уяв ячӗпе!

Марат Гафаров, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев