Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тыр çи пуҫланчӗ! Ырӑ сехет тӗлне пултӑр, çӗр ӗçченӗ!

Районӗпе 28395 гектар лаптӑкра пӗрчӗллӗ, 24876 гектар лаптӑкра ҫуллă тата техника культурисене вырса пухма тӳрӗ килӗ

Пӗрремӗшӗсенчен пулса, «Цильна» тата «Çӗпрел Рассвет Агро» обществӑсем тыр çи ӗçӗсене пуçăнчӗç. Тыр çи кампанийӗ мӗнле пынипе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти агроуправленийӗн начальникӗ Талгат Халитов паллашса çӳрерӗç.

Кӑҫалхи тыр çи вăхăтӗнче «Цильна» обществӑра 2085 гектар лаптӑкри тырă культурисене пухса кӗртес тивӗç тăрать, çавсенчен 600 гектарӗ – кӗрхи тулӑ, 500 гектарӗ – ҫурхи тулӑ, 600 гектарӗ – урпа, 80 гектарӗ – сӗлӗ, 100 гектар – пӑрҫа, 150 гектарӗ  тырӑ валли кукуруза тата ыттисем те.

«Цильна» обществӑра вырса çапас ӗçӗсене Ильгиз Миначев (пулӑшаканӗ  Дамиль Алимов) «Класс-мега», Фанис Валеев (пулӑшаканӗ Ильназ Нуруллин) «Полесье», Рафик Шайдуллов (пулӑшаканӗ Ильназ Фахрутдинов) «Класс-Тукано», Камиль Камалов (пулӑшаканӗ Альфинат Миначев), Фанис Хайруллин (пулӑшаканӗ  Ранис Хайруллин) «Класс-Тукано» комбайнсемпе пуçласа ячӗç, вӗсем 180 гектар лаптӑка йышӑннӑ «Марафон» сортлӑ кӗрхи тулла çапма тытăнчӗç.

Тухăçа кӗлет çине «КамАЗ» автомобильсемпе шоферсем Асхать Замалетдинов, Ильнур Алимов, Фанис Хакимов, Алексей Марков, Владимир Макаров тата Игорь Горбунов турттарса тăраççӗ. 

Обществӑра мӗнпур ӗç пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса пырать. Тырпула пухса илнӗ уй-хирте улӑма пуҫтарса, рулонсем туса, выльӑхсем валли апат утарӗсене турттараççӗ. Ун хыççăн анасене ҫитес ҫулхи ака валли хатӗрлеççӗ, сухаласа та хураççӗ.
Кӑҫалхи тухăçа пухса кӗртнӗ ҫӗрте районти хуҫалӑхсен уй-хирӗсенче 84 комбайн ӗҫлӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев