Тыр çи ӗçӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫлерӗç
«Цильна» общество районта, чи малтанхисенчен пулса, тыр çи ӗҫӗсене те вӗҫлерӗ
Ҫак общество пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене кӗлетсене упрама хучӗ, çапса илнӗ лаптӑксенчи улӑма пуҫтарса илчӗ, кӗр аки валли ҫӗр хатӗрлерӗ, сухаласа хучӗ.
– Кӑҫал эпир пӗрчӗллӗ культурӑсене 2090 гектар ҫинче ӳстернӗччӗ. Сортсене суйласа илни, уй-хирте малта пыракан технологисемпе усӑ курни, агротехника мероприятийӗсене вӑхӑтра ирттерни хӑйӗн кӑтартӑвӗсене пачӗ, – тет «Цильна» обществăн ертӳҫи Барис Гафуров. – Ҫӗр ӗҫӗнче кирлӗ пек тухӑҫ илес тесе обществăн специалисчӗсен звени ҫулталӑкӗпех ӗҫлет. Тыр çи ӗçӗсене кӗске вӑхӑтра тата ҫухатусӑр вӗҫлес тесе ҫак ӗҫе хутшӑннӑ кашни ҫын кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗ, вӗсене тав тăватăп, – тет обществăн ертӳҫи.
Малта пыракан технологисемпе усӑ курса ҫӗр ӗҫченӗсен тӑрӑшуллӑ ӗҫне пула кашни гектартан вӑтамран 61,1 центнер тухăç пухса кӗртнӗ.
Комбайнерсемпе шоферсен тăрăшулăхӗпе 11573 тонна тырӑ кӳнӗ.
Ҫак вӑхӑтра уй-хирте ҫитес ҫулхи тырпул валли тӑпрана ӗçе кӗртеççӗ.
Рафик Шайдуллов:
– Обществӑра эпӗ, ҫартан таврӑнсанах, 1981 ҫулта ӗҫлеме пуҫларӑм. «Нива», «Дон-1500», «Кейс» комбайнсемпе ӗçлерӗм, юлашки 8 ҫулта «Тукано» комбайнпа тыр çи ӗçӗсенче хутшăнатăп. Ӗçлеме мӗнпур условисем те пур, Барис Аппаувич тырӑ вырса çапнă вӑхӑтра пирӗн пата кашни кун тенӗ пекех килсе, халăмăрсене пӗлсе тăчӗ. Кун пек тимлӗх пулнă вăхăтра, паллах, тӑрӑшса ӗçлетпӗр.
Ильназ Фахрутдинов, комбайнерăн пулӑшаканӗ:
– Кӑҫал эпӗ çкултан вӗренсе тухрăм. Наставникăм – Рафик Шайдуллов. Унӑн пулӑшуҫи пулса иккӗмӗш сезон ӗҫлерӗм. Иртнӗ çул та эпир хуҫалӑх енӗпе малта пулнӑччӗ, кӑҫал та малта пыратпăр. Тыр çи ӗҫӗсем хăвăрт хушăра вӗҫленнӗшӗн савӑнатӑп, мӗншӗн тесен вӗренӳ пуҫланать. Ҫитес ҫул та тыр çи ӗçӗсенче хутшӑнма ӗмӗтленетӗп.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августăн 20-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен курăннă тӑрӑх, районти хуҫалӑхсенче 18432 гектар лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса ҫапнă. Районӗпе тыр çи ӗçӗсем 61 процент пурнăçланнă. Çак кунсенче «Р.А.Бикчуров хресчен фермер хуçалăхӗнче тыр çи ӗçӗсем вӗçленнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев