Тыр çи ӗçӗнче  малта пыракансене чысларӗç
Тӗп хыпар

Тыр çи ӗçӗнче малта пыракансене чысларӗç

Районăн уй-хирӗсенче пӗрчӗллӗ культурăсене вырса пухас ӗç малалла пырать

Ир пуçласа каҫчен уй-хирсенче 80 яхӑн комбайн ӗҫлет. Ҫак кунсенче комбайнерсем хушшинче малта пыракансен ӑмӑртӑвӗн пӗрремӗш кӑтартӑвӗсене те палăртрӗç.

 
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата агроуправленийӗн начальникӗ Талгат Халитов уй-хирсенче ӗҫлекен комбайнерсем патӗнче пулса, чи пысӑк кӑтартусем тунӑ ҫӗр ӗҫченӗсене куҫса çӳрекен ялавсемпе, Хисеп грамотисемпе, укҫан премисемпе чысларӗҫ.
Парнелесси «Бикчуров Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчен пуҫланчӗ. Кунта малта пыракан комбайнерпа Зульфат Юсуповпа хальлӗхе танлашакан пулман.  «Класс-Тукано 570» маркӑллӑ уй-хир карапӗпе тыр çи пуҫланнӑранпа вӑл 1423 тонна тӗштырă вырса çапнă.

«Цильна» обществӑра кăçалхи тыр çи ӗçӗсенче чи пысăк кăтартусене чи аслă тата малта пыракан комбайнер Рафик Шайдуллов çӗнсе илнӗ. Вӑл «Класс-Тукано 430» комбайнпа 1774 тонна тырӑ вырса ҫапнӑ. Обществăн ертӳҫи Барис Гафуров 2026 ҫулхи тыр çи кампанийӗн пӗрремӗш вунă кунлăхӗн пӗтӗмлетӗвӗсемпе, пысӑк кӑтартусем тунӑ комбайнерсене: Фанис Валеева, Фанис Хайруллина, Камиль Камалова тата Ильгиз Миначаева укҫан премисем пачӗ.

Ҫавӑн пекех, «Махмутов И.Ф.» хуҫалӑхăн чи лайӑх комбайнерӗ Ильмас Фаизов («КЗС – 1218», 300 тн.), «Низамов А.А.» хуҫалӑхри Фанис Шайхаттаров («КЗС – 1218», 249 тн.), «Агротранспорт» обществӑри Ильмас Низамов («Класс-Тукано – 450», 1098 тн.) парнесене тивӗçлӗ пулчӗç. Вӗсене те, çаплах, хавхалантару премийӗсем, грамотӑсем тата куҫса çӳрекен ялавсем те пачӗç. 

«Ҫӗпрел-Рассвет Агро» обществӑра Александр Батырева чи лайӑх комбайнер тесе йышӑнчӗç, вӑл «РСМ-161» комбайнпа 2026 ҫулхи тыр çи кампанийӗн пӗрремӗш вунă кунлăхӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 1394 тонна тырӑ вырса çапнă. «Çӗпрел Рассвет Агро» комбайнерӗсене чысланă çӗрте «Чистополье» холдинг компанийӗн генеральнӑй директорӗ Наиль Залаков хутшӑнчӗ.
Район ертӳҫи Марат Гафаров ҫӗр ӗҫченӗсене пурне те тав сӑмахӗ каларӗ. 
– Кăçалхи ҫанталӑк пирӗн ума тырра оптималлӑ сроксенче, ҫухатусӑр пуҫтарса илмелли тивӗç лартать, ҫав вӑхӑтрах уй-хир ӗҫӗсен тепӗр тапхӑрӗ – тӑпрана тирпейлесси тата ака ӗҫӗсене пуҫланасси ҫинчен те манмалла мар, – тесе шухăшӗсене пӗлтерчӗ Марат Ринатович. 

Комбайнерсем вара: «Ӗçӗмӗрӗн кӑтартӑвне курни тата та лайӑхрах ӗҫлеме хавхалану хушать», – тесе  палӑртрӗҫ.


Районти 
уй-хирсенче

Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен августӑн 12-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тӑрӑх, районта 8741 гектар лаптăк çинчен пӗрчӗллӗ культурăсене, 2425 гектар лаптăк çинчен кӗрхи рапса вырса çапнă. Пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗнчен тухнă вăтам тухăç 38,2 ценетнерпа танлашать. Район тӑрӑх тыр çи ӗҫӗсем 32,2 процент пурнăçланнă.

«ЦИЛЬНА» обществӑра 1415 гектар лаптӑк ҫинче пӗрчӗллӗ культурăсен тухăçне пухса илнӗ. Пӗрчӗллӗ культурăсен кашни гектарӗ вăтамран 58,2 центнер тухăç парать, вырса пухмалли ӗçсен 73,1 проценчӗ пурнӑҫланнӑ.

«ÇӖПРЕЛ РАССВЕТ АГРО» обществӑра тырпула 2961 гектар лаптӑк çинчен вырса çапнă, кашни гектартан тухӑҫ 31,0 центнера тӳрӗ килет.

«АГРОТРАНСПОРТ» обществӑра 350 гектар лаптӑкра тырпул тухӑҫне пухса илнӗ, кашни гектартан тухнă тухӑҫ 31,0 центнерпа танлашать. 

«БИКЧУРОВ Р.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 1473 гектар лаптӑк ҫинчен пӗрчӗллӗ культурăсене пухса илнӗ, тырпул кашни гектартан 45,7 центнер тухать.

«МАХМУТОВ И.Ф.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче вырса пухмалли ӗçсен 31,5 проценчӗ пурнӑҫланнӑ.

«НИЗАМОВ А.А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 200 гектар лаптăкра тыр çи ӗçӗсем пурнăçланнă, ку  мӗнпур лаптăксен 31,5 процентне тӳрӗ килет, кашни гектартан вӑтамран 40,0 центнер тухӑҫ тухать.

 

 

 

Тыр çи ӗçӗнче малта пыракансем

(Даннăйсене 2026 çулхи  

августăн 12-мӗшӗ тӗлне илнӗ)

 

2-мӗш ушкăн

«Мега-370» И.Миначев  «Цильна»                            1862 тн. 

«Класс Доминатор 370» А.Хохлов «АгроТрансПорт»  865 тн.

 

3-мӗш ушкăн

«Тукано-430» Р. Шайдуллов  «Цильна»                    1873 тн. 

«Тукано-430» К.Камалов  «Цильна»                          1611 тн.

«Полесье» Ф. Валиев  «Цильна»                             1603 тн. 

«Тукано-430» Ф.Хайруллин «Цильна»                      1548 тн. 

«Класс-Тукано-450» И.Низамов «АгроТрансПорт» 1409 тн. 

«Полесье» И.Бохариев  КФХ «Бикчуров Р.А.»         1371 тн.

«Полесье» Ф.Басыров КФХ «Бикчуров Р.А.»           1362 тн.

«Класс-Тукано-450» А.Хохлов «АгроТрансПорт»    1122 тн.

«Класс Тукано-450» Ю.Биктиряков «АгроТрансПорт» 961 тн.

«Полесье» Радик Ахметзянов  «Агро-Вест»             618 тн.

«КЗС-1218» Раиль Ахметзянов «Агро-Вест»            532 тн.

«Полесье» И.Ахмадуллов   «Агро-Вест»                    465 тн.

«Полесье» Ф.Шайхаттаров  КФХ «Низамов А.А.»   268 тн.

 

4-мӗш ушкăн

«Класс Тукано-570» З. Юсупов КФХ «Бикчуров Р.А.» 1931 тн. 

«RSM-161» В. Кучеров «Çӗпрел Рассвет Агро»  1704 тн.

«Torum-750» А.Залялов «Çӗпрел Рассвет Агро»         1627 тн.

«Torum-750» И. Гафуров «Çӗпрел Рассвет Агро»       1587 тн.

«RSM-161» А. Павлов «Çӗпрел Рассвет Агро»              1488 тн.

«RSM-161» И. Нигъманов «Çӗпрел Рассвет Агро»   1477 тн.

 «RSM-161» А. Батырев  «Çӗпрел Рассвет Агро»        1404 тн. 

«RSM-161» О. Нурин «Çӗпрел Рассвет Агро»              1311 тн.

«RSM-161» Н. Моисеев «Çӗпрел Рассвет Агро»         1148 тн.

«RSM-161» А.Маняков «Çӗпрел Рассвет Агро»           1101 тн.

«RSM-161» О. Рафиков «Çӗпрел Рассвет Агро»          1080 тн.

«RSM-161» С. Маняков ««Çӗпрел Рассвет Агро»         986 тн.

«RSM-161» И.Ибрагимов «Çӗпрел Рассвет Агро»       656 тн.

«RSM-161» А.Низамов  КФХ «Низамов А.А.»                  381 тн.

 

 


Нет комментариев