Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тӑватӑ экзамен вырӑнне икӗ экзамен

Çутӗç

Кӑҫал Тутарстанра ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илме 
май пуррине анлӑлатас енӗпе эксперимент хута каять.

9-мӗш класа пӗтерекенсем икӗ предметпа кӑна та (математика, вырӑс чӗлхи) экзамен парса, ҫак эксперимент валли палăртнă ятарлӑ вӑтам вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗме пултараҫҫӗ.

Экспериментра республикӑри 51 вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан заведени  хутшӑнать. Пурӗ 40 професси специальноҫне суйланӑ. Унта ял хуҫалӑхӗ, машиностроени, хими отраслӗ, информаци технологийӗсем, нефть технологийӗсем, сад-парк, ландшафт строительстви, графика дизайнӗ пек специальноҫсене кӗртнӗ.

Республикӑри 88 колледжран 37-шӗ эксперимента хутшӑнмасть. Вӗсем – медицина, педагогика, IT-направленийӗ, культурӑпа искусство енӗпе вӑтам пӗлӳ паракан заведенисем, аслӑ шкулсен ҫумӗнчи ятарлӑ колледжсем.

10-мӗш класра юлас тата эксперимента хутшӑнман колледжсемпе техникумсене вӗренме кӗрес текенсен вара ҫав-ҫавах тӑватӑ предметпа (икӗ обязательнӑй тата хăйсем суйласа илнӗ икӗ предмет енӗпе) экзамен памалла пулать.
Эксперимент кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, вӗренекенсем пурте пӗр пек аттестатсем илӗҫ, анчах тӗрлӗ статуслӑ. Тӑватӑ экзамен кӑтартӑвӗсемпе аттестат ытларах права парать – 10 класа та юлса,  вӑтам пӗлӳ паракан заведенисене кирек мӗнле специальность енӗпе  вӗренме кӗме пулать.

Унсӑр пуҫне май-июнь уйӑхӗсенче тӗп экзаменсене парайман вӗренекенсене сентябрь уйӑхӗнче тепӗр хут экзамен тытма май парӗҫ.  Ун чухне те экзамен параймасăр, аттестатсӑр, справкӑпа кăна тухакансене патшалӑх шучӗпе ӗҫ профессийӗсемпе колледжсенче вӗренме май пулӗ.

Справка
Тутарстанра кӑҫал 9 класа пӗтерекенсем пурӗ 48 пин вӗренекен шутланать. Ҫӗпрел районӗнчи шкулӗсенчен тӑххӑрмӗш класран 196 ача вӗренсе тухӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев