Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ячӗпе!

Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаровăн уяв саламӗ

Çӗпрелӗн хисеплӗ çыннисем, харсăр, хăюллă, вăйлă тата пархатарлă яшсемпе арçынсем! Февралӗн 23-мӗшӗнче Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗн кунӗсенчен пӗрне – Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне – паллӑ тӑваҫҫӗ.

Ҫак паллă кун эпир унчченхи тапхӑрсенчи паттӑрсене, ҫавӑн пекех, хальхи самана паттӑрӗсене аса илетпӗр. Кашни ӑрушӑн ҫак уяв паттӑрлӑх, ырми-канми тӑрӑшулӑх тата чыслăх символӗ пулса тӑрать. Уйрӑмах Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин йывӑр ҫулӗсенче чун ҫирӗплӗхӗ, тӑван ҫӗршыва виҫесӗр юратни палӑрчӗ. Хăйсен интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ, ҫӗршывӑн территорин пӗрпӗтӗмлӗхне сыхласа хӑварнӑ ҫар ҫыннисен ӑрӑвӗ ветерансен тивӗҫлӗ ылмашăвӗ пулчӗ.

Эпир, Ҫӗпрел çыннисем Тӑван ҫӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хăварнă ентешӗсен паттӑрлӑхне чысланине, асра тытнине пӗлетпӗр. Паян эпир Тӑван çӗршывшăн служить тӑвассин мухтавлӑ традицийӗсене тивӗҫлипе малалла тӑсакансене, патриотизм, присяга, ҫар тивӗҫӗ тата ҫар тӑванлӑхӗ пек ӑнлавсене пуринчен те ҫӳлерех хуракансене хисеплетпӗр. Ҫар операцине хутшӑнакан каччăсен ырă-сывă килӗсене таврӑнмалла пултăрччӗ. Паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗ салтак Амӑшӗсене чун-чӗререн тав тăватăп!

Пирӗн пурнӑҫра ăруран ăрăва куçса пыракан патриотизм туйăмӗ, паттăрлăх тата хӑюлӑх кӑтартӑвӗ пек килсе кӗнӗ, çӗр çуллăх историллӗ уяв умӗн кашни çемьере тăнăçлăх тата татулăх хуçалантăр тесе сунатăп.
Çӗршывӑмăрăн тӳпи уяр пултӑр, пурнӑҫăмăр лăпкă пултăр!

Уяв ячӗпе, Тӑван ҫӗршывӑмăрăн шанчӑклӑ хӳтӗлевҫисем, халӑхӑмăрăн  хăюллă та паттӑр ывӑлӗсем!
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев