Тӑван енре «Туган як» хыпарлать
1931 ҫулхи майăн 1-мӗшӗнче «Коммунар» ятлӑ район хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ кун ҫути курать
95 ҫул ҫын пурнӑҫӗшăн нумай çул пулса шутланнă пулин те, ку пысӑк историллӗ халăхшăн, пахалӑхлӑ хаҫатшăн нумай мар. «Туган як» («Тăван ен») хаçатăн тивӗҫлӗ иртни пур. Тӗрлӗ ҫулсенче «Коммунар», «Яна юл», «Туган як» ятсемпе тухнӑ пичет кӑларӑмӗ паянхи кун та район ҫыннисемшӗн пӗлтерӗшлӗ информаци хатӗрӗ, юлташӗ тата канашҫи те пулса юлать.
95 ҫул хушшинче хаҫат, тӗрлӗ улшӑнусем тӳссе ирттерет: саспаллисене алӑпа пухса типографире, компьютеризаци пуçланнă вăхăтра – ризограф ятлӑ оборудованипе, хальхи вӑхӑтра – Хусанти «Идель-пресс» полиграфи комплексӗнче пичетленет, район çыннисем патне килсе çитет. Халӑхшăн хаҫатӑн электронлӑ формачӗ те пур, социаллӑ уҫлӑхра вӑл хӑйӗн вулаканӗсене, пӗр шухӑшлисене пӗрлештерет.
Ҫак ҫулсенче хаҫатăн учредителӗсем те темиҫе хут улшӑнни çинчен каласа хăварас пулать. Юлашки вăхăтра кăна пулнă улшӑну – организацийӗн «ТАТМЕДИА» акционерла обществăн «Ҫӗпрел-информ» филиалӗ пулса тесе улшăнни...
Хаҫат вара, унӑн коллективӗ, кирек мӗнле пулсан та, хӑйӗн çул-йӗрӗпе шанчӑклӑ пыма – вулакансен интересӗсене хӳтӗлеме, ҫӗршывра, республикӑра, уйрӑмах районта пулса иртекен мӗнпур хыпара пӗлтерме, йӑла-йӗркене, сыхлама, чӗлхемӗре упрама хӑйӗнчен пай кӗртме тӑрӑшать.
Хӑйсен пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ ҫулӗсене хаҫата халалланӑ хисеплӗ ветеранăмăрсем, наставниксем питӗ хисепре. Вӗсем тунӑ ырӑ йӑла-йӗрке упранать, пурӑнать.
Хаҫата ҫырӑннӑ район ҫыннисене, тиража упраса хӑварас тесе нумай ӗҫ тунӑ почтальонсене, ыр кăмăлçăна, ырӑ ертӳҫӗсенчен пӗрне – «Цильна» общество директорне Барис Аппаувич Гафурова чун-чӗререн тав тӑватпӑр. Творчествăра чун-чӗрипе тăрăшакан, хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытакан корреспондентсем нумай пулни – пирӗн чи пысӑк ҫитӗнӳ.
Обществăлла тата экономика ӗҫтешлӗхӗ урлӑ пӗрле ӗҫлекен организацисене, предприятисене, учрежденисене, бизнес-партнерсемпе реклама паракансене ҫирӗплӗх тата финанс майӗсем сунас килет.
Пӗрлехи юбилейпе, районăмăрăн çыннисем! Ҫыхӑнусем ан татӑлччӑр! Район хаҫачӗн пурнӑҫӗ вӑрӑм пултӑр!
Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакансем Рокияпа Равиль Шакуровсем – пирӗн хаҫатӑн шанчӑклӑ вулаканӗсем. Ӗҫ ҫулӗсем те «Туган як» хаçатпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Рокия аппа ӗмӗр тӑршшӗпех почтӑра ӗҫлет, Равиль пичче яваплӑ должноҫсем йышӑнать. «Район хаҫачӗ пирӗн килте яланах кӗтнӗ хӑна пулчӗ. Вулама питӗ юрататпӑр. Ҫӗпрел районӗпе çыхăннă хыпарсем, усӑллӑ, интереслӗ информацисем – пурте пур. «Туган як» – «Тăван ен» хаҫата вӑрӑм ӗмӗр, коллектива пултарулӑх ҫитӗнӗвӗсем сунатпӑр», – теҫҫӗ хисеплӗ аслă çулсенчи çынсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев