Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Тӑван ен» — кирлӗ хаçат

Хаçатпа ӗмӗр тăршшӗпех туслă

Марина Егорова Турхан Упи ялӗнче 1969 çулта ҫуралнӑ. 

Медицинăна ачаранах кăмăлланăран, Çӗнӗ Упири тӗп шкула вӗçлесен, Ульяновскри фармацевтика училищинче вӗренсе, фармацевт специальноçне алла илет. Ӗҫ çулне Ульяновск хулинчи 5 номерлӗ аптекăра фармацевтран пуçлать. Çуралнă тăрăх чуна çывăхрах пулнăран пуль, 1990 ҫулта Çӗнӗ Упи ялӗнчи 101 номерлӗ аптека пункчӗн заведующийӗ пулса ӗçне малалла тăсать, çавăнтанпа 35 çул тăрăшать. Юн пусăмӗ хăпарнипе, ал-ура сурнипе килекен чирлекенсене кирлӗ эмелсем, маçсем сӗнет. Кӳршӗри Кӗçӗн Чăнлă ялӗн çыннисем те килсе çӳреççӗ. 

— Ыратсан — сипленмелле. Вăхăтра тухтăрсем патне каймалла. Иртсе каять-ха тесе, вăйсăрланиччен тăмалла мар. Тӗрлӗ эмел, пурте пур, çуккисене заказ парса кӳртеретпӗр. Аякка кайса çӳресе тăкакланмалла та мар, ялта аптека пурри питӗ меллӗ, — тет Марина Агафоновна савăк кăмăллăн, ӗçӗпе паллаштарнă май.

«Ӗçне кура — хисепӗ», тенӗ ваттисем. Марина Егорова 2011 çулта «Тутарстан Республикин Медицина техники тата фармацийӗн», «Таттехмедфарм» патшалăхăн унитарлă предприятийӗн Хисеп хучӗсемпе (2013) нарградăланнă. 

Мăшăрӗпе, Николай Васильевичпа виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: икӗ ывӑл та пӗр хӗр. Картиш тулли выльăх-чӗрлӗх усраççӗ. Ӗçрен пушансанах алла «Тӑван ен» хаçата тытса вулаççӗ.

— Юратнă «Тӑван ен» хаçата çитес 2026 çул валли те çырăннă. Калавсем вулама питӗ килӗшеççӗ. Хамăр ялти пулăмсем пирки те вуласа киленетпӗр. Сывлăх сыхлавӗн хыпарӗсенчи çӗнӗлӗхсемпе те паллашатпăр, — терӗ Марина Агафоновна хаçат пирки, савăк кăмăллăн.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев