Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

«Тӑван ен» килсен, савӑнатпӑр»

Ветеранăмăрсене Ватă çынсен кунӗпе саламларăмăр

Хӑй вӑхӑтӗнче район пичетӗнче вӑй хунисенчен 16 аслă çулсенчи çыннăмăр ырă-сывă пурăнаççӗ.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, эпир вӗсене хаҫат çырăнса парнелерӗмӗр.

— Пурнӑҫăм редакцире иртрӗ. Миҫе саспалли, миҫе хаҫат йӗрки куҫ умӗнчен иртмен-ши?! Ҫавăнпа та эпир çак хаҫата юрататпӑр, унăн кашни номерне чăтăмсăррăн кӗтетпӗр, — терӗç ветеранăмăрсенчен кашниех.
— Эпӗ халӗ вулаймастăп çав ӗнтӗ. Ҫамрӑксем вулаççӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех килнӗ район хаҫачӗ килме ан чарăнтăрччӗ — ҫырăнса парнеленӗшӗн тавтапуҫ, — терӗ Галина Гаврилова, пире курнӑшӑн чун-чӗререн савӑнса.

Ветеранăмăрсенчен кашниех тенӗ пекех редакцире, типографире нумай-нумай ҫул ӗҫленӗ ҫынсем. Вӗсен хушшинче районта пулса иртекен пулăмсене хӑй куҫӗпе курнисем те, вӗсене çырса историе кӗртсе хăварнисем те пур. Нурислямпа Фарида Хафизовсем иккӗшӗ те редакцире ӗçлерӗç, хаçатăн паянхишӗн, пурăннишӗн савăнатпăр, терӗç.

— Хаҫат тата нумай-нумай ҫул хушши тухса тăтăрччӗ, — тет Нурислям Хафизов. — Ҫак вырӑнта тухса тăракан хаҫат ҫеҫ эсӗ пурӑнакан вырăнти пурнӑҫ ҫинчен каласа пама пултарать вӗт.
Аслă çулсенчи çыннăмăрсем пирӗншӗн тӑвансем пекех. Савӑнӑҫăмăр, хаçат пурнăçӗ çинчен калаçсан, вӗсем ăна ăнланаççӗ, пирӗнпе пӗрле пайлаççӗ.

— Ҫӗпрелне кин пулса килнӗччӗ, хăнăхрăм, кăмăлларăм. Район аталаннине сӑнама, унта пурӑнакансемпе тачӑ ҫыхӑну тытма пултарнӑшӑн савӑнатӑп. Хаҫат пирӗншӗн ача пекех пулчӗ. Тивӗçлӗ канăва тухнă хыççăн та, унран уйрӑлас мар тесе, Альберт (редакцире нумай ҫул тӗп редактор çумӗ пулса ӗҫлерӗ. Автортан...) çырăнтару вăхăчӗ çитсенех, чи малтан, «Туган як» хаçатăмăра çырăнса хуратчӗ. Халӗ те эпӗ ун пекех — ҫырăнатӑп, вулатӑп, районти ҫӗнӗ хыпарсемпе паллашса пыратăп, — тет нумай ҫул хушши редакцире ҫырусен пайне ертсе пынă Сания Шарапова.

— Хаҫат — район тӗкӗрӗ! Ӑна интернетра пăхса пыма пулать пулсан та, алла тытса вулани — пачах урӑхла, — тет хисеплӗ ветеранăмăр Рашит Фатхуллов.

Акă çапла, редакцийӗн иртнипе хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен калаçа-калаçа ветеранăмăрсем мӗнле пурăннине, вӗсен кулленхи пурнăçӗпе паллашрăмăр, пӗлтӗмӗр. 

Малалла тăсса

Хаҫата йӳнӗ хакпа çырăнмалли декада малалла пырать. Октябрь уйӑхӗнче çырăнакансем хушшинче парнесем те вылянтаратпăр. Ҫакӑн валли «Туган як» е «Тăван ен» хаçатсене çырăннă, квитанцийӗрсен копине tuganyak@bk. ru электронлӑ почтӑна яма ыйтатпӑр. Çыхăнăва кӗмелли телефон номерӗсем: 8 (84375) 2-26-42, 2-23-43. 

Пулнă майпа усӑ курӑр, районăмăрăн хисеплӗ ҫыннисем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев